Диспансеризацие тарăнлатнă

Диспансеризацие тарăнлатнă

Июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коронавирус инфекцийĕпе чирлесе ирттернĕ çынсене тарăнлатнă диспансеризаци витĕр кăлараççĕ. Çакă COVID-19 ытти респираторлă вируссенчен хăрушăрах пулнипе çыхăннă. Чир çыннăн тĕрлĕ органĕсене сиенлет, чĕре, сывлав тытăмĕсем çине витĕм кÿрет. Тарăнлатнă диспансеризаци çак чирпе чирлесе ирттернисен сывлăхне тĕплĕнрех тĕрĕслеме май парать. Вăл икĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕнче сывлав функцийĕ çине тимлĕх уйăраççĕ. Пĕтĕмĕшле тĕрĕслевсемсĕр пуçне юнри кислород шайне виçеççĕ, юнăн биохими анализне илеççĕ, ÿпке мĕн чухлĕ сывлăш кĕртме пултарнине тĕрĕслеççĕ, кăкăрти органсен рентгенне тăваççĕ, тромб пулас хăрушлăха тĕрĕслеççĕ.
Диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрĕн- че тухтăр эхокардиографи, ÿпке томографийĕ тата урасенчи юн тымарĕсен дуплекслă сканированийĕ ирттерме пултарать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çыннăн шала кайнă чир пуррине тупса палăртсан, ăна кирлĕ пек сиплеме тытăнаççĕ.
Тарăнлатнă диспансеризаци витĕр тухас тесен вырăнти поликлиникăна пымалла. Çакна коронавируспа чирлесе ирттернĕ хыççăн 60 кун иртсен туни аван. Енчен те гражданин кăçал диспансеризаци витĕр маларах тухнă пулсан, вăл тарăнлатнă диспансеризацин хушма тĕрĕслевĕсем витĕр тухма пултарать.
Асра тытăр: хăвăрăн сывлăхăра яланах тĕрĕслесе тăмалла, уйрăмах йывăр чирпе чирлесе ирттернĕ хыççăн е шала кайнă чирсем пур пулсан. Çавăнпа та диспансеризаци çине çителĕклĕ тимлĕх уйăрма тăрăшăр.
А.ТАБАРДАК.
Коронавируспа чирленисене диспансеризаци тума республикăна 38 миллион тенкĕ уйăрса панă. Пĕр пациент валли вăтамран 1,5 пин тенкĕ каять.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *