Пятница, 19 апреля

Субботника хутшăннă

Субботника хутшăннă

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин çамрăксен «Молодая гвардия» ушкăнĕн Комсомольскинчи команди Пĕтĕм Раççейри «Дни зеленых действий» экологи марафонне хутшăннă. Çамрăксем субботник вăхăтĕнче çынсем канма юратакан çăлкуç çывăхĕнчи лаптăка çÿп-çапран тасатнă.
«Çутçанталăка амантма питĕ çăмăл, çавăнпа та ăна упрама тăрăшмалла. Кашни çыннăн тавралăх çине тимлĕх уйăрмалла: çÿп-çап пăрахса çÿремелле мар, йывăçсене сиен кÿмелле мар, юраман вырăнсенче кăвайт чĕртмелле мар. Тавралăха тасарах тума кашниех пултарать. Чи пĕлтерĕшли — хамăртан пуçласси, ыттисене тĕслĕх кăтартса парасси», — палăртнă «Молодая гвардия» ушкăнăн вырăнти командин членĕ Василий Кокарев.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *