Вăл спортпа туслăччĕ

Вăл спортпа туслăччĕ

Иртнĕ уйăхра чылай вăхăт хушши йывăр чирлесе выртнă хыççăн вунă çул пĕр класра вĕреннĕ юлташăмăр, Анатолий Александрович Хораськин пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Анатолий 1956 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче Комсомольски ялĕнче çуралнă. Вăл 1974 çулта Комсомольски вăтам шкулĕнче вунă класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри совхозтехникума вĕренме кайса кĕрет, «гидротехник» специальноçа алла илет. Унтан, ытти нумай ял çамрăкĕсем пекех, Совет çарĕнче службăра тăрать. Çар служби вĕçленсен тăван яла таврăнса «Комсомольский» совхоза ĕçе вырнаçать. Унтан — çемьеллĕ пурнăç. Мăшăрĕпе, Еленăпа, ывăл çитĕнтереççĕ. Пурнăç çулĕ пĕртте тикĕс мар çав вăл, инкек çине синкек килсе тухать вĕсен пурнăçĕнче. Мăнуксемпе савăнса пурăнмалла чух, сасартăк, çамрăклах, ывăлĕ пурнăçран уйрăлса каять, ун хыççăн ывăлĕн мăшăрĕ те. Пĕртен-пĕр савăнăç та шанчăк — Феликс мăнукĕ. Хораськинсем ачана ура çине тăратас тесе вăй хурса тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра Феликс юриста вĕренме кĕресшĕн.
Анатолий тантăшăмăр шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа питĕ туслăччĕ. Футбол тата хоккей вăййисемпе питĕ интересленетчĕ. Пĕр класра вĕренекенсем аса илнĕ тăрăх, вăл виçĕ урок хыççăнхи пысăк тăхтавсем вăхăтĕнче тутлă çимĕçсем мар, çыхăну уйрăмне чупса кайса спорт журналĕсем илсе килетчĕ. Çак туртăм унăн кайран та иксĕлмен. Ырă кăмăллă та шанчăклă юлташ, шÿтлеме юратакан çынччĕ Анатолий. Василий шăллĕне /вăл класра художникчĕ/ стена хаçачĕ кăларма пулăшатчĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче класс тата шкул чысне те хÿтĕленĕ. Çул çÿревсене тухсан, унăн рюкзакĕнче яланах футбол çăмхиччĕ.
Спортри пысăк çитĕнĕвĕсемпе пирĕн тантăш совет тапхăрĕнче, «Комсомольский» совхозра ĕçленĕ чухне, палăрма пуçланă. 80—90-мĕш çулсенчех футбол вăййине выляса темиçе хут та район чемпионĕн ятне çĕнсе илме пултарнă. Республикăри ялсем хушшинче ирттернĕ 1-мĕш вăйăсен Кубокне çĕнсе илнĕ каçалсем. Кунта пирĕн тантăшăн тÿпи те пулнă, паллах. 1980 çултах вăл район футболисчĕсемпе пĕрле Чулхула облаçĕнчи Первомайск хулинче регионсем хушшинче иртнĕ футбол вăййисене хутшăнать. Футбол тата хоккей вăййисем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче иртнĕ. Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Тăвай, Йĕпреç районĕсенчен чемпион тата призер пулса таврăннă спортсмен. Дипломсемпе медальсем питĕ йышлă унăн. Тирпейлĕ упрать вĕсене Анатолий Александровичăн мăшăрĕ.
Эпир, пĕр класра вĕреннисем, юлашки вăхăтра темиçе хут та тĕл пулусем ирттертĕмĕр. Шел пулин те, чире пула, пирĕн юлташăмăр вĕсенче пулаймарĕ. Светлана Асамат сăмахĕсем аса килеççĕ. «Ĕмĕр сакки сарлака, анчах ĕмĕрĕ кĕске». Сакки, чăн та, сарлака, ялшăн, районшăн тунă ĕçсен йышĕ пысăк. Анчах ĕмĕрĕ, чăнах та, ытла та кĕске пулчĕ пирĕн юлташăн. Унăн çемйипе, тăванĕсемпе, çывăх çыннисемпе хурланатпăр çакăншăн. Пирĕн юлташ ĕмĕрлĕхех пирĕнтен уйрăлса кайрĕ пулсан та, унăн сăнарĕ, ырă ĕçĕсем, ăшă йăл кулли яланах пирĕн асра пулĕç.

Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем Евгений Тихонов, Геннадий Гончаров, Нина Долгова, Галина Самарина, Вера
Сорокина, Валентина Зайцева, Любовь Ченакина, Галина Квасова тата ыттисем те.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *