Уй-хирте – хĕрÿ ĕç вăхăчĕ

Уй-хирте – хĕрÿ ĕç вăхăчĕ

Çĕр ĕçченĕн çуллахи вăхăтра хĕрÿ тапхăр. Ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем çитĕнтернĕ тырпула пÿлмене кĕртессипе, выльăх апачĕ янтăлассипе ĕçлеççĕ.
Июлĕн 22-мĕшĕ тĕлне районта тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене 1250 гектар çинче çулнă, 1248 гектар çинчен çапса 2020 тонна тухăç кĕртнĕ /вăтам тухăç гектартан 23,1 центнер/. Кĕрхи культурăсем акма 510 гектар çĕр хатĕрленĕ. 3810 гектар нумай çул ÿсекен курăксене çулнă. Çакă пĕтĕмĕшле илнин 89,9 проценчĕпе танлашать. 110 гектар пĕр çул ÿсекен курăксене çулнă. Пурĕ 5307 тонна утă хатĕрлесе планпа палăртнинчен ĕçĕн 54,4 процентне пурнăçланă. 12125 тонна /48,3 процент/ сенаж, 1441 тонна /6,6 процент/ силос хатĕрленĕ. Районĕпе пурĕ 6026 апат единици выльăх апачĕ хатĕрленĕ.
К.ГИМАЛЬДИНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *