Тухса çÿреме чарнă

Тухса çÿреме чарнă

Елчĕк район сучĕ административлă асăрхавра тăракан çын тĕлĕшпе хушма чарусем çирĕплетнĕ. Йывăр преступлени тунăшăн тĕрмере ларнă Комсомольски район çыннине ирĕке тухсан, суд 8 çул тĕрĕсленсе тăма тата ун тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăннă. Муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче учета тăратнă ăна.
Обществăлла вырăнта эрех ĕçсе административлă правăна пăснăшăн çак çын тĕлĕшпе тата хушма чарусем çиĕплетме Елчĕк район судне ыйту тăратнă. Суд йĕркене пăсакан гражданин тĕлĕшпе йышăну тунă: ăна Комсомольски район тулашне тухса çÿреме чарнă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *