Транспорт хатĕрĕпе ÿсĕрле çÿренĕшĕн административлă майпа айăпланнă Комсомольски район çынни пăхса хăварнă сăнав тапхăрĕн йĕркине пăснă. Çавна май ăна тĕрĕсленмелли тапхăра 15 кун таран çитернĕ. Çавăн пекех тата хушма чару çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн гражданинăн çак тапхăрта эрех-сăра сутăнакан обществăлла апатлану вырăнĕсенче çÿреме юрамасть.
Малашне гражданин çирĕплетнĕ йĕркене пăссассăн айăпланнă çынна тĕрмене лартма пултараççĕ.
О.ВАСИЛЬЕВ, район прокурорĕ.

