Çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнсан та хамăр çуралса ÿснĕ ялтан, нихăçан асран тухман, сăваплă та ăшă атте-анне çуртĕн-чен хакли çуках. Тăван ялăн — Нĕркеçĕн — сывлăшĕ те уçăрах, çарран чупнă урам та анлăрах, халăхĕ те чуна çывăхрах. Геннадий Волков академик калашле, тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак.
Тăван ялтан инçетре е çывăхра тымар ярсан та май килсенех унта çунатланса васкатпăр. Ара, эпир унта кун çути курнă-çке, çав ял çыннисем-çке. Акă хамăр çуралса ÿснĕ кил-çурт атте-анне вилнĕ хыççăн пушанса юлчĕ пулин те унăн тимĕр хапхин алăкне уçсах тăратпăр. Атте çĕре кĕни кăçал 20 çул çитет. Анне çут тĕнчерен уйрăлни пилĕк çул иртрĕ пулин те пÿрте кĕрсен вĕсен шăрши сирĕлменнине туятпăр, кунтах, пирĕнпе юнашарах, пире пăхса-сăнаса тăнăн туйăнать. Кил картинче хытхура ÿстерес мар тесе тимлесех тăратпăр-ха эпир, пахчара та тĕрлĕ çимĕç ÿстеретпĕр. Атте-анне лартса хăварнă слива, чие, панулми йывăççисем çулсерен улма-çырлапа савăнтараççĕ. Пире валли кăна мар, кÿршĕ-аршă валли те çителĕклĕ.
Христинăпа Алексей Смирновсен ырă сăнарне эпир самантлăха та асăмран кăлармастпăр. Алексей Владимировичпа Христина Николаевна пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурне те аслă е ятарлă шкулсенчен вĕрентсе кăларнă. Кашнийĕшĕ хăйсен пурнăçри вырăнне тупнă. Çемьеллĕ. Ача-пăчаллă. Пурте хăйсем суйласа илнĕ профессипе чунне парса тăрăшаççĕ. Тимĕркке /асатте Тимĕр ятлă пулнă/ йăх-несĕл тымарне хăрма парас мар, вĕсен сумлă ятне çÿлте тытас, тăван ял хисепĕнчен тухас мар тесе тимлетпĕр.
Сăмахăм Смирновсен Надежда хĕрĕ пирки. Çемьери иккĕмĕш ача. Ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти пир-авăр техникумне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен технолога Шупашкарти пир-авăр фабрикин Патăрьелĕнчи филиалне ĕçлеме янă. Кунтах вăл пулас мăшăрĕпе, Патăрьел каччипе, Леонид Саймуковпа паллашнă та çемье çавăрнă.
Çулсем иртнĕçемĕн саманан пăрăнчăкĕ- сене пула Надежда Алексеевна ĕçлекен филиал хупăннă. Нумай шутласа тăман мĕн ачаран ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ çамрăк арăм, инçех мар вырнаçнă «Батыревский» совхоза рабочине вырнаçнă. Мĕнле ĕç кăна пурнăçламасть вăл унта: вăхăтĕнче 50 килограмлă тырă миххисене çурăм çине çавăрттарса хунă. Ял хуçалăх ĕçĕсене механизациленĕ хыççăн уй-хире им-çам, минераллă удобренисем сапнă çĕрте механизатор çумĕнче тăрăшать, çĕр улми лартнă, кăларнă çĕре хутшăнать… Ара, çĕр ĕçченĕн кулленхи тивĕçне каласа пĕтерейĕн-и; Ертÿçĕ ăçта хушать — унта вăй хурать. Пур çĕрте те вăл хăйне шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçлать.
Хуçалăх ертÿçисем яваплă ĕçе яланах Надеждăна шанаççĕ. Вăл чылай çул пĕчĕк звенона пĕлсе ертсе пырать, пуринпе те пĕр чĕлхе тупать. Ячĕшĕн вăй хума пĕлмен харсăр хĕрарăм тус-юлташĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Пăрчăкан пек вăр-варскер çак çулсенче пысăк авторитет çĕнсе илчĕ. Çамрăксем унран канаш ыйтаççĕ — ăшă кăмăллă хĕрарăм çийĕнчех пулăшу аллине тăсать.
Çулсем иртнĕ май Надежда Саймукова хуçалăхра вăй хума пуçăнни 25 çул та иртрĕ. Çак тапхăрта «Батыревский» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн уй-хир бригадин ĕçченĕ тĕрлĕ Хисеп хучĕсене тивĕçрĕ. Кăçалхи Республика кунĕнче вара Надежда Алексеевнăна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыс турĕ. Паллах, пысăк награда ку. Çавăнпа та эпир хамăрăн çывăх çыннăмăрпа, унăн пултаруллă ĕçĕ-хĕлĕпе чăннипех савăнатпăр. Нĕркеç хĕрĕн çитĕнĕвĕшĕн тăван ял çыннисем те хĕпĕртессе шанатпăр.
Надежда Алексеевна ĕçре харсăррипе кăна мар, юратнă мăшăр, çаврăнăçуллă анне, ытарайми кукамай пулнипе те палăрать. Леонид Ивановичпа иккĕшĕ капмар та хăтлă çурт çĕкленĕ. Виçĕ ача çуратса анлă пурнăç çине кăларнă. Хĕрĕсем, Алисăпа Настя, Шупашкарти коопераци институтĕнчен вĕренсе тухнă. Аслă хĕрĕ экономист. Вăл хальхи вăхăтра ачапа ларать. Иккĕмĕшĕ тĕп хуламăрти «Магнит» суту-илÿ лавккин директорĕ. Мускав патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ Алексей ывăлĕ унтах пысăк корпорацире тăрăшать.
Çу кунĕсене тăватă мăнукĕ кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче хăнара ирттерет. Мăнукĕ- сене юратнăран вĕсем валли тĕрлĕ тутлă апат-çимĕç пĕçерме те вăхăт çитерет Надежда. Ĕçрен килнĕ кукамăшне тĕпренчĕкĕсем ыталаса илсе çупăрласан чун-чĕри ырăлăхпа тулать 55 çула çывхаракан хĕрарăмăн.
Саймуковсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Маттурсем пур çĕре те ĕлкĕрнинчен тĕлĕнетпĕр тепĕр чухне. «Ÿркенмен ăста пулнă», — тенине чăннипех çирĕплетеççĕ вĕсем.
Тăванлăха мала хуракан пилĕк пĕртăван çемйисемпе тĕп киле час-часах пуçтарăнать. Ĕç шавĕ кĕрлесе тăрать вара ку чухне. Уявсенче шăкăл-шăкăл калаçу хуçаланать килте. Кĕрекене пуçтарăнсан Надежда чăваш юррисене шăрантарма кăмăллать. Мăшăрĕпе иккĕшĕ чăваш ташши ташлама пуçласан вара 35 çул ытла килĕштерсе пурăнакан мăшăр çине пăхса ытараймастăн. Ытла та килĕшÿллĕ те сăпайлă тытаççĕ хăйсене.
— Хамăр хыççăн ырă ят хăварни темле чаплă мулран та хаклă. Тăван çĕр-аннемĕр вара пур енĕпе те хавхалантарса тăрать, — тет Надежда тăван ял илемĕпе киленнĕ май.
В.КИРИЛЛОВА.