Суббота, 20 апреля

Чемпионка ятне тивĕçнĕ

Чемпионка ятне тивĕçнĕ

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкар хулинче триатлон енĕпе Чăваш Республикин чемпионачĕ иртнĕ. Унта Комсомольскинчи «Кĕтне» спорт шкулĕнче Нежметдин Сахров тренер патĕнче ăсталăхне туптакан Александра Мамуткина ыттисене чылай кая хăварса Чăваш Республикин чемпионки пулса тăнă. Унăн ушкăнĕнчи хĕрачасем 300 метра ишсе, 8 çухрăма велосипедпа ăмăртса тата 2 çухрăма чупса тупăшнă.
Сăмах май, Александрăн ку триатлон енĕпе хутшăннă пĕрремĕш ăмăртăвĕ. Вăл ытларах акватлонпа иртекен ăмăртусене хутшăнать, яланах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет. Июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче Раççей шайĕнчи первенствăра та А.Мамуткина хăйĕн ÿсĕмĕнчи ушкăнра 3-мĕш вырăна тухнă. Пултаруллă спортсменкăна малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *