Шыв калаçтарать

Шыв калаçтарать

Шăрăх кунсем çитсен çынсем нихçанхинчен те ытларах шывпа усă кураççĕ. Шăпах çакăн пек вăхăтра районта çивĕч ыйту тухса тăрать — шыв çитмест. Пахчасене шăварма тытăнсанах çуртсемпе хваттерсенчи шыв пăрăхĕсенчен шыв юхма чарăнать.
Уйрăмах район центрĕнче çак ыйту кăçалхи шăрăхра чи çивĕччисенчен пĕри. Кунта пурăнакансенчен чылайăшĕ кăнтăрла шыв курмасть тесен те юрать. Апат пĕçермелĕх шыв илсе юлас тесе вĕсем çĕр варринче тăнине калаççĕ. Кашни кун тенĕ пекех район администрацине çак ыйтупа шăнкăравлаççĕ, социаллă сетьсем урлă та шыв çукки çинчен çырса пĕлтереççĕ. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов нумаях пулмасть вырăна тухса оперативлă канашлу ирттерчĕ.
Ĕçмелли шыв çителĕксĕрри чи малтанах шыв сечĕсем кивелнипе, çĕнĕ шыв башнисем çуккипе çыхăннă. Шыв сечĕсем çине вуншар çул ĕнтĕ тимлĕх уйăрман, çакна ятарлă тĕрĕслев те кăтартса панă. Шăрăх кунсенче садсемпе пахчасене кашни кун шăварни те электрооборудовани ĕçне йывăрлатать, электронасуссене йĕркерен кăларать. Çынсем шыв пăрăхĕн сечĕсем патне ирĕк илмесĕр хăйсем тĕллĕн сыпăннипе хушма тăкаксем пулаççĕ.
Канашлăва хутшăннисем çак проблемăна татса памалли мелсене сÿтсе явса сĕнÿсем пачĕç. Çапла пĕр башня çине насус ĕçне йĕркелекен çĕнĕ тытăм вырнаçтарма, тепĕр объектра шыв башни патĕнчен çĕнĕ сеть йĕркелеме палăртрĕç. Ку ĕçсене кĕске хушăрах пурнăçлама планлаççĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *