Четверг, 14 ноября

Чÿречерен ÿкеççĕ

Чÿречерен ÿкеççĕ

Çуллахи вăхăтра ачасем инкеке лекнĕ тĕслĕхсем нумайланаççĕ. Шăрăх çанталăкра чылайăшĕ пÿлĕмсене уçăлтарма чÿрече уçать. Ачасем уçă чÿречерен тухса ÿкнĕ тĕслĕхсем çулсеренех нумай. Чăваш Енре çулталăк пуçланнăранпа çакăн пек 18 тĕслĕхе шута илнĕ. Нумай пулмасть çеç виçĕ пепке Çĕрпÿ, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисенче çÿлти хутсенчи чÿречесенчен тухса ÿкнĕ. Çĕрпÿ хулинче июнĕн 23-мĕшĕнче чÿречерен тухса ÿкнĕ ача больницăра вилнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ĕçе кайсан ачана аслă аппăшĕсемпе хăварнă пулнă. Шупашкар хулинче июнĕн 26-мĕшĕнче 10 хутлă çурт чÿречинчен ÿксе вилнĕ ача 2 çул та 11 уйăхра çеç пулнă. Ăна пăхма та аслă аппăшĕсене шанса хăварнă.
Инкек ан пултăр тесен пĕчĕк ачаллă çемьесен, уйрăмах çÿл-ти хутсенче пурăнакансен, чÿречесене уçă хăвармалла мар. Пÿлĕмсене уçăлтарас тĕллевпе çÿлти форточкăна е пластик чÿ- речене вертикаллă режимпа уçса хумалла. Ача хăй тĕллĕн чÿречене ан уçайтăр тесе унта ятарлă блокатор вырнаçтармалла е чÿрече аврине кăларса илмелле. Ачасене хăйсем тĕллĕн çеç килте хăвармалла мар. Аслăрах аппăшĕсемпе тетĕшĕсене, ватă çынсене шанса хăварни те вырăнсăр. Чÿрече çывăхне тенкелсем, дивансем вырнаçтармалла мар. Унсăрăн асăрхаман чухне пепке вĕсем тăрăх чÿрече ани çине хăпарма пултарать. Нихăçан та москит сетки çине ан шанăр. Вăл ачана тухса ÿкессинчен хÿтĕлеймест. Шăпах тепĕр май, сетка çине таянса чÿречерен ÿкнĕ тĕслĕхсем чылай. Çавăн пекех шăпăрлансене чÿрече ани çине хăпарни мĕн тери хăрушă пулнине каласа ăнлантармалла. Чи кирли вара — ачасене куçран вĕçертмелле мар. Тимлĕ пулăр, инкек пулассинчен сыхланăр.
Л.ПУШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *