Мускавра, Питĕрте, çĕршыври ытти мегаполисра коронавируспа çыхăннă лару-тăру кăткăсланса пынине куратпăр. Чăваш Енре те каварлă вируспа йывăррăн чирлекен йышланнă.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ковид миçе çул сарăласси вирус мĕнле улшăнса пынинчен тата çынсем эпидемипе мĕнле кĕрешнинчен килет. Эпидемиологсем палăртнă тăрăх, вакцинаци кăна инфекцие тĕп тума пулăшĕ. Çакна шута илсе пирĕн республикăра халăха вакцинаци тăвассине лайăх йĕркеленĕ. Прививкăна сыватмăшсенче те, мобильлĕ пунктсенче те, суту-илÿ çурчĕсенче те тутарма пулать. Ятарлă бригадăсем ФАПсене те çитеççĕ, килтен тухса çÿрейменнисем патĕнче те пулаççĕ.
Районта та халăха вакцинаци тăвас ĕçе куçран вĕçертмеççĕ. Тĕп больницăра прививка тутарма май пур. Хăвăра пăхса тăракан терапевт патне çитмелле кăна е электрон мелĕпе çырăнма та пулать. Чи малтанах сывлăха тĕрĕслеççĕ, чăрмав çук пулсан прививка тума ирĕк параççĕ.
Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта пурĕ 3370 çынна вакцинациленĕ, çав шутра: медицина организацийĕсен ĕçченĕсем — 171, вĕрентÿ организацийĕсен ĕçченĕсем — 194.
Район больницинчен пĕлтернĕ тăрăх, çуллахи вăхăтра район çыннисем мобильлĕ ушкăнсем вырăнсене тухса прививка ытларах тутарнине ырлаççĕ. Вăхăта та перекетлеме пулать, ял çыннисемпе пĕрле туслă ушкăнпа вакцинаци тутарма та кăмăллăрах. Çавăнпа та ял-салара ФАПсенче ĕçсене аван йĕркеленĕ.
Çак кунсенче пĕтĕмĕшле практика офисĕнче те прививка тăвакансем йышлă пулнине палăртмалла. Хамăр çитсе куртăмăр. Прививка тутаракансем хушшинче аслă çулхисем чылайăн. Тĕрĕссипе, шăпах вĕсен уйрăмах асăрхануллă пулма тивет, чир никама та шеллемест. Тепĕр чухне шăпах вĕсем хăйсен хастарлăхĕпе çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ те. «Пурне те чĕнсе калас килет, хăвăр сывлăх çине алă ан сулăр, чир никама та тиркемест, ним хăрамасăр вакцинаци тăвăр. Сывлăхпа пурăнăр», — терĕ Н.Алякина терапевт.
А.ЕФРЕМОВА.