Ĕненни хака ларать

Ĕненни хака ларать

Чылай çын ултав серепине лексе пиншер, миллионшар тенкĕ укçа çухатать. Кун пек тĕслĕхсем çĕршывра, республикăра, районта тăтăшах тĕл пулаççĕ. Мĕншĕн эсир палламан, пĕлмен çынсене ĕненетĕр? Асăрхаттарни, тимлĕ пулма ыйтни кăлăхах. Ют çынсене ĕненни хака ларать. Çакна ултав серепине лекнисем лайăх пĕлеççĕ. Укçа-тенкĕсĕр тăрса юлсассăн вĕсем полици уйрăмне пулăшу ыйтма васкаççĕ. Анчах та кун пек чухне преступниксене тупма пĕрре те çăмăл мар. Çавăнпа та тимлĕ пулни пахарах.
Преступниксем чылай чухне кĕсье телефонĕ çине шăнкăравлаççĕ те хăйсемпе банкăн сотрудникĕсем тесе паллаштараççĕ. Вĕсем банк карттинчен такам укçа вăрлама хăтланать е сирĕн ятпа кредит илнĕ тесе суяççĕ. Ыйтăва татса пама карттăн реквизичĕсем, вăрттăн код, СМС-па килекен парольсем, ытти даннăйсем кирлине пĕлтереççĕ. Çав вăхăтрах тата полицейски ячĕпе ултавçă шăнкăравлать. Вăл ултавçăсене ĕненмеллине, пĕтĕм реквизитсене хăрамасăрах пĕлтермеллине калать. Ултавçăсем «шăнман пăр çине» лартса яраççĕ. Çакăн пек меслетпе 20 ытла çынна улталанă, вĕсенчен 6,7 миллион тенкĕ вăрланă.
Ултавçăсем паянхи куна суйса укçа вăрламалли вун-вун меслет шутласа кăларнă. Çавăнпа та ют çынсене ан ĕненĕр, калаçăва ан хутшăнăр. Тимлĕ пулăр! Ултав серепинчен пăрăнăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *