Июнĕн 5-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче юрăпа ташă, ĕç тата спорт уявĕ _ Акатуй иртрĕ. Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă ĕç паттăрĕсене халалланă, халăхăн йăли-йĕркине упраса хăварас, культурине аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ мероприяти ял тăрăхĕнчи Хирти Сĕнтĕр, Хирти Ĕнел, Нĕркеç, Янкасси, Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш ялĕсенче пурăнакансене тата тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасене, организацисен тата фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене илемлĕ çĕрте вырнаçнă лапама пуçтарчĕ.
Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Волков тата Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Светлана Грачева хутшăнчĕç. Вĕсем пуçтарăннисене çурхи ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа тата уявпа саламларĕç, малашне те ĕçре ăнăçу, пурнăçра тăнăçлăх сунчĕç. Çĕр ĕçченне мухтакан уява йĕркелекенсене ырă ĕç пуçарнăшăн, Акатуй ирттерес йăлана çĕнетнĕшĕн, халăха çак мероприятие активлă явăçтарма пултарнăшăн тав сăмахĕ каларĕç.
Паллах, юрă-ташăсăр уявăн илемĕ çук. Акатуя килнисене ял тăрăхĕнчи пултарулăх коллективĕн артисчĕсем шăпчăк евĕр çепĕç те янăравлă сассисемпе юрăсем юрласа савăнтарчĕç. Шупашкартан килнĕ артистсемпе юрăçсем: Валерий Карпов, Алексей Шадриков, Петр Садовников, Алена Акăшпи, Николай Пыркин тата Лидия Изекеева илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç.
Ачасен асĕнче уяв асамлă, хаваслă самантсемпе юласси те каламасăрах паллă. Вĕсем батут çинче тата Вячеслав Прохоров ăстаçă хăй аллипе тунă пĕчĕк машинăпа ярăнса савăнчĕç, клоунсемпе тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç. Уява килнисем тĕрлĕ спорт вăййисемпе ăмăртусенче тупăшрĕç. Çавăн пекех пĕвере кимĕпе ярăнма, пулă тытма та май пулчĕ мероприятире.
Комсомольски райповĕн суту-илÿ тата обществăлла апатлану предприятийĕсем, уйрăм предпринимательсем пухăннисене техĕмлĕ шашлăкпа, тутлă апат-çимĕçпе тата пылак чейпе сăйларĕç. Канма килнисене сутуçăсем пĕремĕк-канфетпа улма-çырларан пуçласа ачасем валли йăлтăр-ялтăр илĕртмĕш теттесем таранах сĕнчĕç
Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи маттур ĕçченсене мухтаса Хисеп грамотисемпе чысларĕç, хаклă парнесем пачĕç.
Вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕ-хĕлĕнче активлă пулнăшăн ял тăрăхĕн депутатне Владимир Воронова район администрацийĕн Хисеп грамотипе, Хирти Сĕнтĕр ялĕн старостине Светлана Ченакинана ял тăрăхне тирпей-илем кĕртес ĕçри маттурлăхшăн район администрацийĕн Тав хучĕпе, Прокопьевăн фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Григорий Прокопьева ял поселенийĕнче иртекен обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Владимир Белкина «Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ятпа саламларĕç. Вырăнти депутатсем Владимир Алексеев, Александр Чернов ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçри тăрăшулăхшăн, Тĕвенешре пурăнакан Анатолий Волков обществăпа политика ĕçĕсенче активлă пулнăшăн, Хирти Ĕнелте пурăнакан Вячеслав Лисицын яла тирпей-илем кĕртес ĕçре тата спорт мероприятийĕсенчи хастарлăхшăн ял тăрăхĕн администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
Ял тăрăхĕнчи ирĕклĕ пушар хуралçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Яковлева хастарлăхшăн, Сергей Тимофеева ял поселенийĕнчи хоккей вăййине аталантарас ĕçри пуçарулăхшăн, Хирти Ĕнелте пурăнакан Маргарита Голанцевăна культурăна аталантарас ĕçри тăрăшулăхшăн ял тăрăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.
Ĕçри тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн В.В.Белкинăн фермер хуçалăхĕн механизаторĕсем Валерий Андреев, Александр Антонов, Валерий Сапожников, Николай Алексеев рабочи, Людмила Кольцова пăру пăхакан, Г.А.Прокопьевăн фермер хуçалăхĕн ĕçченĕсем — Андрей Андреев рабочи, Ольга Тишова ĕне сăвакан, Павел Крысовпа Олег Кольцов акаçăсем тата «Агамирян» ИП ĕçченĕсем — Татьяна Павлова упаковщик, Ирина Маркова сыр вĕретекен, Евгений Петров кладовщик, Вера Журавлева формовщик Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕç пулчĕç.
«Слава картофелю» агрофирмăн Хисеп грамотисемпе тĕрлĕ ĕç тăвакан Александр Кутузовпа Николай Гаврилова, «Госсорткомисси» ФПБУ Хисеп грамотисемпе Александр Игнатьева, Александр Алексеева, Галина Ефремовăна, Валентина Голыевăна чысларĕç.
Спорт вăййисемпе ăмăртусен çĕнтерÿçисене тĕрлĕ призсемпе хавхалантарчĕç уявра. Пĕрремĕш вырăна çĕнсе илекенсене: кĕрешÿре _ пăру, качака путекки, мини-футбол вăййинче _ така, кире пуканĕ йăтассипе _ сысна çури, автан çапăçăвĕнче _ автан тата ытти хаклă призсем пачĕç.
Кĕрешÿре 40 кг таран виçере — А. Прокопьев — 1-мĕш, В. Порядков — 2-мĕш, А. Порядков — 3-мĕш, 60 кг таран виçере — Д. Гладков — 1-мĕш, А. Алексеев — 2-мĕш, И. Тимофеев 3-мĕш пулчĕç, 75 кг таран категорире _ Д. Андреев, Н. Басников, В. Прокопьев , 95 кг таран категорире А. Алексеев, В. Белкин, К. Степанов палăрчĕç. Кире пуканĕ йăтассипе арçынсем хушшинчи ăмăртура А. Алексеев — 1-мĕш, В. Чернов — 2-мĕш, А. Чернов 3-мĕш пулчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче ăмăртса Н. Воронова тата С. Свеклова мала тухрĕç.
Алă вăйĕ виçессипе арçынсем хушшинче А. Ефремов —1-мĕш, А. Алексеев —2-мĕш, И. Кузнецов 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче — Н. Воронова 1-мĕш, А. Кузнецова — 2-мĕш, О. Михеева 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Мини-футболла выляса «Асаново» команда 1-мĕш вырăн йышăнса така çĕнсе илчĕ, «Сундырь 1» команда _ 2-мĕш, «Сундырь 2» 3-мĕш пулчĕç.
Волейбол вăййинче арçынсен командисем хушшинче «Нюргечи» — 1-мĕш, «Яниково» —2-мĕш, «Сундырь» 3-мĕш вырăнсемпе палăрчĕç. Хĕрарăмсен волейбол командисем хушшинче «Яниково» 1-мĕш вырăн, «Нюргечи» 2-мĕш пулчĕç.Канат туртассипе ăмăртса Валентина Свеклован команди çĕнтерчĕ.
Çакăн пек чаплă уяв йĕркелеме ăста организатор пулмалла, çынсене обществăлла ĕçе явăçтарма пĕлмелле, укçа-тенки те сахал мар кирлĕ. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи халăх туслă та пуçаруллă, спонсорсем яланах пулăшма хатĕр. Çакăн пек чаплă Акатуй уявĕ йĕркелесе тăрăшуллă та маттур ĕçченсене тивĕçлĕн чыслани Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕнче пĕр-пĕрне хисеплекен, ырă сунакан çынсем пурăннине пĕлтерет.
С.ЕФИМОВА.