Ют карттăпа усă курнă

Ют карттăпа усă курнă

Район прокуратури 35 çулхи Шупашкар хĕрарăмне ют çыннăн банк карттипе усă курнăшăн айăплать.
Тĕпчев палăртнă тăрăх, айăпланакан мартăн 21-мĕшĕнче Комсомольскинчи банкомат çывăхĕнче ют картта тупнă. Анчах вăл ăна хуçине тавăрса парас тесе тăрăшман, Канаш тата Шупашкар хулисенчи тĕрлĕ лавккасенче пурĕ 12406 тенкĕлĕх тавар туяннă. Карттăпа контактсăр мелпе 1000 тенкĕрен сахалрах тăракан тавар туянма май пуррине пĕлсе вăл шăпах çак суммăран йÿнĕрех таварсем, çав шутра темиçе хутчен пĕр лавккарах, туяннă.
Хĕрарăма РФ Уголовлă Кодексĕн 158 статйин 3 пайĕн «г» пункчĕпе /ют пурлăха банк счечĕ çинчен вăрттăн вăрлани/ айăпланă. Ку статья тăрăх, 6 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
О.ВАСИЛЬЕВ,

район прокурорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *