
РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕнче тăрăшакансем пĕлтернĕ тăрăх, ултавçăсенчен шар куракансем республикăра çеç мар, районта та йышлă. Тар кăларса ĕçлесе, пус çумне пус хушса пуçтарнă укçана ют алла парса яриччен тĕплĕнрех шухăшлас пулать. Тимлĕхе нихăçан та çухатмалла мар.
Юлашки вăхăтра интернет урлă тавар туянасси анлăн сарăлчĕ. Çавна кура ултавçăсем те хăйсен мелĕсене çĕнетсех пыраççĕ. «Авито», «Юла» сайтсем, «Вконтакте», «Инстаграмм» социаллă сетьсем урлă ним те мар шăнман пăр çине лартса яраççĕ. Çавăн пекех официаллă интернет-магазинсен копийĕсене туса вĕсем урлă улталакансем те пур.
Çакăн евĕр интернет-магазинсем «Акци», «Йÿнетнĕ хакпа», «Туянса ĕлкĕрĕр» сăмахсемпе халăха илĕртеççĕ. Ултавçăсен сайчĕсем çинче:
— тавар пасарти хакран чылай йÿнĕрех;
— тавара маларах тÿлесе хунă тăрăх çеç сутаççĕ;
— сутуçă электронлă счетсемпе усă курать, ссылкăсем тăрăх кайса тÿлеме ыйтать;
— курьер урлă туянма май çук;
-— сутуçăпа тÿрремĕн çыхăнма пулмасть;
— таварсене çынсем хаклани çук е пĕтĕм хаклавсем ырă енсене çеç кăтартаççĕ;
— сутă историйĕ çук;
— магазинăн страницине нумай пулмасть çеç регистрациленĕ;
— сутуçă туянакана тÿлеме васкатать.
Çавăнпа та интернет урлă тавар туянас тетĕр пулсан, сутуçă çинчен калакан информаципе, унăн контакчĕсемпе, тÿлев мелĕсемпе тĕплĕн паллашăр. Укçа тÿличчен çывăх çыннăрсемпе, тусăрсемпе сÿтсе явăр. Таварсене тата хаксене ытти сайтсенчисемпе танлаштарăр. Хăвăра улталама ан парăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.
Йĕ