Район прокуратури административлă асăрхавран пăрăнса çÿрекен 45 çулхи район çынни тĕлĕшпе айăплав пĕтĕмлетĕвĕ çирĕплетнĕ.
Маларах ирттернĕ тĕпчев тăрăх, айăпланакан апрелĕн 5-мĕшĕнче административлă асăрхавран пăрăнса район тулашне тухса çÿренĕ, полици ĕçченĕсенчен пытанса республикăн тĕрлĕ районĕсенче пурăннă. Ăна апрелĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта тытса чарнă. Çак тĕслĕх тăрăх РФ Уголовлă Кодексĕн 314.1 статйин 1 пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Çав вăхăтрах ун тĕлĕшпе çирĕплетнĕ чару мерисем тата пуçарнă уголовлă ĕç çине пăхмасăр айăпланакан апрелĕн 26-мĕшĕнче каллех административлă асăрхавран пăрăнса пурăнакан вырăнтан тухса кайнă. Ăна Канаш хулинче тытса чарнă. Йĕркене пăснăскере пĕр çулталăк таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.
Çак çын тĕлĕшпе судра Уголовлă Кодексăн 314.1 статйин 2 пайĕпе пуçарнă уголовлă ĕç те пур. Апла пулсан вăл маларах та пĕрре мар судпа палăртнă административлă чару мерисене пăснă.
Уголовлă ĕçе Елчĕк район судне пăхса тухса йышăну тума ярса панă.

