Четверг, 14 ноября

Çулĕсене пăхмасăрах хаçат вулать

Çулĕсене пăхмасăрах хаçат вулать

Нĕркеç ялĕнче пурăнакан Христиния Васильевна Индюкова 9 теçетке çула хыçа хăварнă пулин те хаçат-журнала алăран ямасть, республика, район хыпарĕсемпе кăсăкланать. Район хыпарçине те вăл çулсеренех çырăнса илет. Ахальтен мар Хресчук аппа — пирĕн чи ватă вулакансенчен пĕри.
Кинемей кун-çулне тăван тăрăхрах ирттерет: çакăнтах çуралнă вăл, çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă, ватлăх çулĕсем…. Пурнăç çăмхине сÿтес пулсассăн вара Хресчук аппан аса илмелли, каласа памалли пайтах. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ, ашшĕ вăрçăран таврăнман, хура-шурне сахалах мар тÿснĕ хĕр. Петя шăллĕпе пĕр-пĕрне ăнланни нумай йывăрлăха çĕнтерме пулăшнă. Пĕве çитнĕ хĕре Мускава вербовкăпа илсе кайнине те кинемей куççульленмесĕр аса илеймест. Çулталăк ытла вĕсем Мускав хулинче строительство ĕçĕнче тăрăшнă.
Малалла вулас

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *