Суд йышăнăвне пăхăнманшăн

Суд йышăнăвне пăхăнманшăн

Унччен темиçе хут та йывăр преступлени тунăшăн суд сакки çине ларнă пирĕн район çынни ирĕке тухнă хыççăн, ун тĕлĕшпе административлă надзор çирĕплетнĕ.
Ăна пăхăнманшăн РФ Уголовлă кодексĕн 314.1 статйипе килĕшÿллĕн йĕркене пăсакана 10 уйăхлăх юсанмалли ĕçсене яма йышăну тунă пулнă. Анчах та çак çын суд йышăнăвне шута хуман, ĕçсене пикенме васкаман. Çавăнпа та унăн тепĕр хутчен суд умне тăма тивнĕ.
Елчĕк район сучĕ прокурорăн шухăшне шута илсе айăпланакана 2 уйăх çурăлăх çирĕп режимлă колоние яма приговор çырнă. Йĕркене пăсакана суд залĕнчех тытса хупнă.
О.ВАСИЛЬЕВ,
район прокурорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *