Пĕрле пулни телей

Пĕрле пулни телей

Çемье — пурнăçри чи хаклă тупра. Вăл пире пĕрлештерет, юратма, пĕр-пĕрне ăнланма, туслашма хăнăхтарать. Телейлĕ çемьере кашниех кил-вучахĕн ăшшине туять.
Кашни çулах майăн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунне паллă тăваççĕ. Районта та уяв ячĕпе мероприятисем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Акă, сăмахран, районти тĕп библиотекăра Çемье кунĕ ячĕпе «Пĕрле пулма телей» уяв йĕркелерĕç.
Пухăннисене чи малтанах районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Инна Ядрова, ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Ольга Федотова саламларĕç, çемьере килĕшÿ, тăнăçлăх сунчĕç.
Çемье кунне Ивановсем, Семеновсем, Жуковсем, Басниковсем хутшăнчĕç. Вĕсем — пуçаруллă, пултаруллă, ĕçчен. Çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетме пулать. Çемьесенче ачасене тивĕçлĕ воспитани параççĕ, спорта, обществăлла ĕçе явăçтараççĕ, аслисене хисеплеме хăнăхтарса ÿстереççĕ, тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Ахальтен мар вĕсем уяв кунĕнче те вулавăша çитме вăхăт тупнă, мăшăрсем çеç мар, ачисемпех килнĕ вĕсем тĕл пулăва. Çемьесем хăйсемпе паллаштарчĕç, конкурссене хутшăнчĕç, тупмалли юмахсене шĕкĕлчерĕç, пĕр-пĕрне ăшă сăмах каласа савăнтарчĕç.
Районти искусство шкулĕн вĕренекенĕ сем, «Радуга» ача сачĕн воспитанникĕ сем те уяв мероприятийĕнчен айккинче юлмарĕç. Н.Ковшова, О.Буслаева ертсе пыракан ачасем синтезаторпа вылярĕç, Э.Хайруллова, Н.Шарипов воспитанникĕсем ташлама та, юрлама та ăста пулчĕç.
Çемье кунне килсе çитнисем «Çемье тĕп пуянлăх» кĕнекесен выставкипе, ача-пăчасен ÿкерчĕкĕсемпе савăнсах паллашрĕç. Çемьепе ирттернĕ пĕр кун пуриншĕн те усăллă, паллах. Вулавăша çитсе курни, конкурссенче вăй виçни пушшех те.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *