Майăн 15-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра çемье командисем хушшинче «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа-спорт комплексĕн Пĕтĕм Раççейри спорт фестивалĕ иртрĕ.
Спорт фестивальне хутшăнма кăмăл тунă çемьесем тĕрлĕ тупăшура вăй виçрĕç. 60, 2000 тата 3000 метра чупрĕç, винтовкăран печĕç, туртăнчĕç тата ытти те. Урамра шăрăх çанталăк пулнине пăхмасăрах, ачасем те, аслисем те хастарлăхпа палăрчĕç.