Воскресенье, 13 июля

Алимент тÿлеменшĕн

Алимент тÿлеменшĕн

Нумаях пулмасть Елчĕк район сучĕ Комсомольски район çыннипе çыхăннă ĕçе пăхса тухса хĕрарăмăн айăпне çирĕплетнĕ, 9 уйăхлăха юсанмалли ĕçсем пурнăçламалли, шалăвăн 5 процентне патшалăха парса пымалли çинчен йышăну тунă.
Ĕçе тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, пирĕн районта пурăнакан хĕрарăм 2009 çулта çуратнă ачи валли суд урлă палăртнă алименчĕсене тÿлессинчен пăрăнса çÿренĕ. Амăшĕ ачине воспитани парассинчен пăрăннине кура ăна урăх çемьене опекăна панă. Хĕрарăм ĕçе вырнаçман, ачана нимĕнле пулăшу та кÿмен. Çавна май унăн алимент парăмĕ 600 пин тенкĕрен те пысăкрах пулса кайнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *