Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче тăрăшакансемшĕн çурхи уй-хир ĕçĕсене кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа пурнăçласси — тĕп тĕллев. Кăçалхи çанталăк условийĕсенче акана каярах юлса тухма тивни ĕçченсене шанса панă ĕçре тата яваплăрах пулма хистет. Çанталăк, самана утти тĕрлĕ майлă ĕçлеме хистет пулсан та, çĕр ĕçченĕн палăртнă ĕçе вăхăтра пурнăçламалла.
Çумăр çунине пула хире тухаймасăр тăнă хыççăн хуçалăхсем уй-хир ĕçĕсене çине тăрсах пурнăçлама пикенчĕç. Паянхи куна районти аграрисем кĕрхи тĕш-тырăсене 3159 гектар çинче апатлантарнă тата сÿреленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене 3502 гектар ытла, кĕрхи çĕртмене 7212 гектар сÿреленĕ. Ака ĕçĕсем те кулленхи чăрмавсене çĕнтерсе кал-кал пыраççĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 5174 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем 769 гектар ытла, 23 гектар кишĕр акнă. Нумай çул ÿсекен курăксемпе рапс акассипе те ĕçе пуçăннă. Хĕвелçаврăнăш акма тухнă. Çак ĕçе Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче 60 гектар çинче пурнăçланă. Хальлĕхе Самарин фермер хуçалăхĕ тата «Комсомольские овощи» агрофирма çĕрулми лартма тухнă.
С.ЕФИМОВА.