Çул çитменнисене деструктивлă, çав шутра экстремизмла ĕçе, саккуна хирĕç майпа йĕркелекен массăллă акцисене явăçтарассинчен, çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕсенчи пусмăра пропагандăлакан информацие çамрăксем хушшинче сарасран сыхланас тĕллевпе апрелĕн 15—16 тата 19—21-мĕшĕсенче район территорийĕнче «Твой выбор» ятпа оперативлă профилактика мероприятийĕ иртнĕ. Ун вăхăтĕнче çул çитменнисен ушкăнĕсем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă, йĕркене пăсассинчен асăрхаттарнă.
Р.ЖУКОВА.