РФ Правительствин 2020 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчи 1586 №-лĕ Постановленийĕпе килĕшÿллĕн автомобиль транспорчĕпе тата хулари çĕр çинчи электричество транспорчĕпе турттармалли правилăсене çĕнетнĕ.
Улшăнусем таксистсене те пырса тивнĕ. Халĕ такси службинче вăй хуракансен заказсене регистрацилекен журналти даннăйсене 6 уйăхран кая мар упрамалла. Çакăн пек журнала электрон мелпе те тытса пыма пулать. Таксие заказа яриччен пассажир патне заказăн номерне, перевозчикĕн ятне, çул укçи шайне, хăш вăхăтра машина килессине пĕлтермелле. Клиента чек памалла.
Водительтен сылтăм енчи панель çине фрахтовщикăн ятне, унăн адресĕпе телефонне, таксире ĕçлеме ирĕк илнине кăтартакан документăн номерне, хăш орган çак ирĕке панине кăтартмалла. Унчченхи пек водителĕн визит карточкине вырнаçтарма кирлĕ мар.
Енчен те салонра çÿлерех асăннă информаци пулмасан, должноçри çынна е юридици сăпатне административлă майпа явап тыттарма пултараççĕ. Çакăншăн тÿлеттерекен штраф — 10 пин тенкĕрен пуçласа 30 пин тенкĕ таран.