Пĕлтĕрхи 513-ФЗ №-лĕ саккунпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан Кодексĕн 5.61 статйине улшăнусем кĕртнĕ. Çак нормăн 1-мĕш пайĕнче сăмахпа кÿрентернĕшĕн /обществăра йышăннă мораль тата нравственность нормисене пăхăнмасăр çыннăн чысне тата тивĕçне хур тунăшăн/ явап тыттарасси çинчен каланă. Çакăн пек тĕслĕхсенче граждансене — 3 пин тенкĕрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене — 30 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 100 пинрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран административлă штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
Енчен те çынна халăх умĕнче, информаципе телекоммуникаци сечĕсемпе, çав шутра интернетпа та, усă курса кÿрентернĕ е темиçе çынна харăс хур тунă пулсан пысăкрах виçепе штраф тÿлеттереççĕ: граждансене — 5 пинрен пуçласа 10 пин тенкĕ таран, должноçри çынсене — 50 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене — 200 пинрен пуçласа 700 пин тенкĕ таран.
Çавăн пекех информаципе телекоммуникаци сечĕсенче, çав шутра интернетра та, çынна кÿрентерессине чарас тĕллевпе мерăсем йышăнманшăн та административлă майпа явап тыттараççĕ. Кун пек чухне должноçри çынсене — 30 пинрен пуçласа 50 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсене 50 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.
Енчен те патшалăх е муниципалитет должноçĕнчи, патшалăх е муниципалитет службинчи çын хăйĕн ĕçри тивĕçĕсене пурнăçланă чухне çынна кÿрентернĕ пулсан, ăна 50 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме е 1 çул таран дисквалификацилеме пултараççĕ. Енчен те вăл татах çапла майпа йĕркене пăссан, 100 пинрен пуçласа 150 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме е 2 çул таран дисквалификацилеме пултараççĕ.
О.ВАСИЛЬЕВ,
район прокурорĕ.