Чылай çын ултав серепине лексе пиншер, миллионшар тенкĕ укçа çухатать. Кун пек тĕслĕхсем çĕршывра, республикăра, районта тăтăшах тĕл пулаççĕ. Юлашки вăхăтра районта пурăнакансем те ултавçăсене çăмăллăнах укçа-тенкĕ куçарса параççĕ. Мĕншĕн эсир палламан, пĕлмен çынсене ĕненетĕр; Асăрхаттарни, тимлĕ пулма ыйтни кăлăхах. Ют çынсене ĕненни хака ларать. Çакна ултав серепине лекнисем лайăх пĕлеççĕ. Укçа-тенкĕсĕр тăрса юлсассăн вĕсем полици уйрăмне пулăшу ыйтма васкаççĕ. Анчах та кун пек чухне преступниксене тупма пĕрре те çăмăл мар. Çавăнпа та тимлĕ пулни пахарах.
Преступниксем чылай чухне кĕсье телефонĕ çине шăнкăравлаççĕ те хăйсемпе банкăн хăрушсăрлăх службин сотрудникĕсем тесе паллаштараççĕ. Банк карттинчен такам укçа вăрлама хăтланать е сирĕн ятпа кредит илнĕ тесе суяççĕ вĕсем. Ыйтăва татса пама карттăн реквизичĕсем, вăрттăн код, СМС-па килекен парольсем, ытти даннăйсем кирлĕ-мĕн. Е тата укçана «хăрушсăр» счет çине куçарма ыйтни те пулать. Çакă сире тÿрех сисчĕвлентерме кирлĕ. Кун пек чухне телефона тÿрех чарса хурăр. Иккĕленетĕр-тĕк, банка шăнкăравласа ыйтăва уçăмлатăр. Нимĕнле реквизитсене те никама та ан пĕлтерĕр — банк ĕçченĕсен ку информаци ахаль те алăрах.
Ултавçăсем тепĕр мелпе те анлă усă кураççĕ. Уйрăмах — аслăрах çулхи çынсене çаратма. Следователь е прокуратура ĕçченĕ ячĕпе шăнкăравлаççĕ те: «Пахалăхсăр эмелсем сутакан ушкăна тытса чартăмăр, вĕсене туяннăшăн сире компенсаци памалла», — теççĕ. Анчах ăна илме комисси куçармалла, транспорт тивĕçтерĕвĕсене саплаштармалла, счет уçмалла… — кĕскен каласан, сирĕнтен укçа туртса кăларма преступник темĕнле сăлтав та тупма пултарать. Çавăнпа та сыхă пулăр.
Тепĕр самант та пĕлтерĕшлĕ. Палламан çынсенчен килнĕ интереслĕ фото- видео курма е парне сĕнекен ссылкăсене уçса пăхма сĕнместпĕр. Вĕсенче ултавçăсем янă ятарлă вируссем пытанаççĕ. Сиссе те юлаймастăр, картта çинчи укçа-тенкĕ йĕп пекех çухалать. Çакнашкал вируслă ссылкăсенчен хÿтĕленме смартфон çине антивирус программине лартни пулăшать.
Ултавçăсем паянхи куна суйса укçа вăрламалли вун-вун тĕслĕх шутласа кăларнă. Çавăнпа та ют çынсене ан ĕненĕр, калаçăва ан хутшăнăр. Тимлĕ пулăр! Ултав серепинчен пăрăнăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН.