Апрелĕн 12-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчешĕн паллă кун пулчĕ. 60 çул каялла этемлĕх историйĕнче пуçласа Юрий Гагарин космоса вĕçнĕ. «Восток» корабль Мускав вăхăчĕпе 9 сехет те 7 минутра Байконур космодромран старт илнĕ. Çын тĕнче уçлăхне парăнтарнă мăнаçлă, çĕнĕ самана пуçланнă.
Çак кунсенче «Молодая гвардия» ушкăн ачисем Кĕçĕн Каçал ялĕнче пурăнакан Арсентий Семенович Кокорев ветеран патĕнче пулчĕç.
Ачасен тĕп тĕллевĕ — ветеранăн асаилĕвĕсене итлесе çырса хурасси, çĕннине пĕлесси. Палăртса хăваратпăр: Арсентий Семенович тĕнче уçлăхне парăнтарнă ентешĕмĕр Андриян Николаев пирки нумай каласа пама пултарать . Арсентий Семенович тĕнчери виççĕмĕш космонавта, чăвашăн чи маттур паттăрне çамрăкранпах пĕлет.
— Ун пирки пĕлни çеç мар, пулас космонавт вĕçев училищинче вĕреннĕ чух «МиГ 15» вĕренÿ самолечĕн механикĕ пулнă эпĕ. Салтак аттине 1952 çулта тăхăнтăм. Канаш хулинчен чаçе çити 12 талăк кайни халĕ те асрах. Чăваш каччисене механик пулма вĕрентрĕç. Кайран вара тÿрех самолетсем патне ячĕç, урăх чаçе куçарчĕç. Паянхи пек астăватăп: «Станция Луговая, часть 75…» —аса илет Арсентий пичче.
— Андриян Николаев курсант мана, чăваш ачине, тÿрех уйăрса илчĕ. Тăраниччен чăвашла калаçрăмăр. Икĕ çула яхăн пĕрле çарта пултăмăр. Пĕр казармăра пурăнтăмăр… 1954 çулта Андриян Григорьевич вĕренсе пĕтерчĕ, сывпуллашрăмăр вара… — каласа пачĕ ветеран.
Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ, çак вăхăтра Арсентий Семенович чăваш космонавчĕпе пĕрле службăра пулнине никама та каласа паман, унпа мухтанман. Вăл вăхăтра çак хыпар, паллах, вăрттăнлăхра пулнă.
Арсентий Семенович Кокорев Андриян Николаев уçлăха вĕçнине хаçатра вуласа пĕлет.
— Ун чухне çав тери хĕпĕртерĕм. Унăн пурнăçĕ пирки нумай вуласа пĕлтĕм, çитĕнĕвĕсемшĕн савăнтăм. Андриян Григорьевич тăван тăрăха килсессĕн унпа курса калаçас кăмăл пĕрре анчах мар пулнă. Пурăннă чух тĕл пулаймарăмăр, питĕ шел. Анчах та унăн вилтăприйĕ çине кайса килтĕм, — пĕлтерчĕ ветеран.
Аса илÿ çăмхине сÿтнĕ май Арсентий Семенович архиври сăнÿкерчĕкĕсемпе те паллаштарма манмарĕ. Вĕсемпе калаçăва çирĕплетрĕ вăл.
Ветеран çартан таврăнсассăн малалла Канаш хулинче механизатор профессине алла илнĕ. Çемье çавăрнă, ачасем çитĕнтернĕ.
— Тĕлĕнмелле пулăмсем чăтса ирттертĕм хамăн ĕмĕрте, нихăçан та ÿркенсе ларман, малалла талпăннă, вĕренме тăрăшнă. Акă Андриян Григорьевич та манпа уйрăлнă хыççăн малалла аслă шкулсенче, тĕпчев институчĕсенче пĕлĕвне тарăнлатнă. Унăн малĕмĕтлĕхĕ Çĕр чăмăрĕ йĕри тавра 19 хут çаврăнма, çăлтăрсемпе юнашар çĕр чăмăрĕ çине пăхса савăнма май панă. Çавăнпа та пурнăçра маттур, ĕçчен, харсăр пулăр! — пехил пекех янăрарĕç ветеранăн сăмахĕсем.
А. ГРИГОРЬЕВА.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ.