Пятница, 19 апреля

Культура министрĕ – районта

Культура министрĕ – районта

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова районта пулнă. Чи малтан вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе Александр Красновпа тĕл пулса районти культура аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Унтан Светлана Анатольевна тата культура министерствин делегацийĕ — Трактор тăвакансен культура керменĕн пуçлăхĕн çумĕ Валентина Яковлева, министерство çумĕнчи общество канашĕн председателĕ Виктор Бондарев, наци библиотекин директорĕн çумĕ Галина Быкова — районти тĕп культура çуртĕнче иртнĕ канашлăва хутшăннă.
Мероприятие Александр Краснов уçнă. Вăл культура ĕçченĕсене ăсталăхшăн тав туса иксĕлми хавхалану, вăй-хал, пултарулăх шыравĕнче çитĕнÿсем тума суннă. Район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Екатерина Конторская культура учрежденийĕсен 2020 çулта пурнăçланă ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе тата кăçал тумалли ĕçсемпе паллаштарнă.
Екатерина Анатольевна 2020 çулта муниципалитетсенчи культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине вăйлатма 15 миллион тенкĕ, юсав ĕçĕсем тума 11,5 миллион тенкĕ, кирлĕ хатĕрсем илме 4 миллион тенкĕ янине палăртса хăварнă.
Светлана Каликова Александровкăри культура çуртне çитсе курнă. Палăртса хăваратпăр, пĕлтĕр культура çуртне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ.
Республикăри халăх пултарулăх тата наци библиотекин методисчĕсем вулавăш ĕçченĕсемпе районти тĕп библиотекăра семинар-канашлу ирттернĕ, пурнăçламалли ĕçсене палăртнă, çĕнĕлĕхсемпе паллашнă.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *