Бюджета çирĕплетрĕç

Бюджета çирĕплетрĕç

Çак кунсенче район администрацийĕн çуртĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта район пуçлăхĕ — районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн пайĕсене ертсе пыракансем, депутатсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Ун вăхăтĕнче тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе яврĕç.
Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов районăн 2020 çулти бюджетне мĕнле пурнăçланипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çавăн пекех çитес çулсенче пурнăçа кĕртмелли бюджет планĕ çинчен те каларĕ. Депутатсем бюджета сасăласа çирĕплетрĕç.
Тĕрĕслевпе шутлав органĕн председателĕ Наталья Денисова район бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен калакан отчета туллин, саккуна пăхăнса, вăхăтлă хатĕрленине палăртрĕ. Унсăр пуçне вăл тĕрĕслевпе шутлав органĕ 2020 çулта мĕнле ĕçсем пурнăçланипе те паллаштарчĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Алексей Селиванов çĕр ыйтăвĕсем тавра доклад турĕ.
Депутатсем тĕрлĕ ялсенчи халăха пăшăрхантаракан ыйтусене те сÿтсе яврĕç. Çав шутра юхăннă гидротехника сооруженийĕсене юсамалли, шыв-шур вăхăтĕнче шар курас мар тесен мĕнле ĕçсем пурнăçламалли, борщевикпа кĕрешме хушма укçа-тенкĕ уйăрмалли çинчен калаçрĕç, тата ытти çивĕч ыйтăва та уçăмлатрĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *