Понедельник, 9 декабря

Акана каярах юлса тухăпăр

Акана каярах юлса тухăпăр

Çулпа çул чăнласах та пĕр килмест иккен. Çакна кăçалхи çанталăк тÿрремĕнех çирĕплетрĕ. Хуçалăхсем çуракине кая юлса тухаççĕ.
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çуркунне икĕ-виçĕ эрне кая юлса пырать. Енчен те иртнĕ çул ку вăхăтра хуçалăхсем кĕрхи культурăсене апатлантарнă пулсан, кăçал уй-хир хĕлĕн тарăн ыйхинчен вăранайман-ха. Тавралла юр выртать. Ку ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ĕçченĕсем пушă лараççĕ тенине пĕлтермест, паллах. Машинăпа трактор паркĕсенче тата кĕлет-ангарта хĕрÿ ĕç вĕрет. Механизаторсем хăйсене шанса панă «хурçă учĕсене» тата вĕсен çумне çаклатса ĕçлеттермелли агрегатсене тепĕр хутчен тĕрĕслесе хатĕррисен ретне лартаççĕ, бригада ĕçченĕсем вăрлăха акана тухиччен тасатса тирпейлеççĕ, кунсерен тенĕ пекех района удобрени тата çунтармалли-сĕрмелли материалсем турттаракан автомашинăсем килсе тăраççĕ. Ку — пирĕн куç тĕлне пулман ĕçсем, вĕсем еплерех пулса пынине специалистсем тăтăшах вырăна тухса тĕрĕслеççĕ.
Çак тĕллевпе район администрацийĕн специалисчĕсем тĕл пулусем ирттерсе хуçалăхсенчи ĕç-хĕлпе паллашаççĕ.

 Малалла вулас

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *