Вторник, 23 апреля

Марафонра чупнă

Нумаях пулмасть Удмурт Республикинчи Ижевск хулинче йĕлтĕр спорчĕн мастерĕ, СССР, тĕнче, Олимп чемпионки Галина Кулакова ячĕпе пĕтĕм тĕнчери йĕлтĕр марафонĕ иртнĕ. Массăллă мероприятие Раççейĕн 15 регионĕнчен 700 ытла спортсмен хутшăннă.
Чăваш Енĕн команди йышĕнче 50 çухрăма тăсăлакан марафон дистанцийĕнче пирĕн район спортсменĕ — Зуфар Тимаев та чупнă. Вăл палăртнă дистанцие 2 сехет те 41 минут та 43 çеккунтра парăнтарма пултарнă, хăйĕн ушкăнĕнче 7-мĕш вырăна тухнă.
Çавăн пекех республика командинче Киров поселокĕнчи Валерий Матвеев тата Аслă Чурачăкри Владимир Николаев та лайăх кăтартусем тунă. Марафона хутшăннă кашни спортсмена медальпе тата парнепе савăнтарнă. Маттур ентешсене малашне те çитĕнÿсем туса район ятне çÿле çĕклеме сунатпăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *