Суббота, 20 апреля

Ачасен пултарулăх фестивалĕ иртрĕ

Ачасен пултарулăх фестивалĕ иртрĕ

кашни çулах Тăманлă Выçли тĕп шкулĕнче ачасен пултарулăх фестивалĕ иртет. Унта пĕр шкул ачи те хутшăнмасăр юлмасть. Кăçал вăл мартăн 18-мĕшĕнче ялти Культура çуртĕнче иртрĕ. Пĕччен е ушкăнпа юрлакансем, кулăшла сценкăсем лартакансем, илемлĕ сăвă вулакансем, хавас ташăпа савăнтаракансем пулчĕç кунта.
Кăçал мероприятие Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене халалларăмăр. Н.Майоровăн «На Сурском оборонительном рубеже» сăввине 5-мĕш класра вĕренекен В.Семенова чуна тивмелле вуларĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсем Тăван çĕршывăн аслă вăрçи чĕресенче хăварнă суран çулсем иртсен те сипленменнине сцена çинче витĕмлĕ кăтартса пачĕç.
Фестивальте «Ох, уж эта школа», «Шурă Шупашкар», «Чун-чĕ- ререн савăнар», «Утешаем маму», «Вăйăра», «Мамочка милая», «Мир похож на цветной луг» юрăсем янăрарĕç. «Илем» ансамбльти хĕрсем, пĕр тăван Даниилпа Денис Карасевсем залра ларакансене иртсе кайнă уяв ячĕпе илемлĕ юрăсемпе саламларĕç. Аня Зверева гитарăпа, Никита Ильин купăспа каласа юрăсем шăрантарчĕç. Шкул çумĕнчи кĕске вăхăтлăх ушкăна çÿрекен ачасен «Доброта» ташши, Вика Егорова юрлакан «Капель» юрă илем кÿчĕç уява. «Карамелька» дуэтăн, 3-мĕш класра вренекенсен компьютер вирусĕсен ташши, вырăс тата чăваш ташшисем куракансен кăмăлне çĕклерĕç, хаваслă туйăм парнелерĕç. 6-мĕш класра вĕренекенсен «Опять «двойка» сценки шкул ачин пурнăçĕнчи пĕр куна сăнарлă кăтартса пачĕ.
Эпир те, саккăрмĕш класра вĕренекенсем, питĕ тăрăшуллă пултăмăр çак фестивальте. Çулсерен тĕрлĕрен конкурссене хутшăнни хамăра сцена çинче тытма хăнăхтарать, пултарулăха аталантарать. Çак фестивале хутшăнса эпир 9-мĕш класра вĕренекен Никита Ильин ертсе пынипе халăх инструменчĕсен «Илем» ансамблĕ- пе чăваш тата вырăс халăх кĕввисене янраттартăмăр — хамăр юрлама, ташлама, музыка инструменчĕ калама пултарнине сцена çинче кăтартрăмăр. Эпир шăрантарнă çăварни юрри куракансен кăмăлне кайрех тесе шутлатпăр.
Вĕренекенсен пултарулăхĕ халăхăн кăмăлне çĕклерĕ, тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç вĕсем пире. Хаваслă та тулли кăмăлпа саланчĕ ял-йыш уявран.
Н.ХЛЕБНИКОВА.
И.НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *