Культура сферинче тăрăшасси — пултарулăхпа сывласси, килте те ĕçри шухăш-тĕллевсемпе канасси. Кăсăклă ĕçсен, йăлтăр çутă лару-тăрусен центрĕнче пулни. Тĕрлĕ ăрури çынсемпе хутшăнни, хастар та пултаруллă çамрăксемпе тан утни, çынсенчи пултарулăх тĕввине аталантарни.
Мартăн 25-мĕшĕнче — творчество çыннисен професси уявĕ. Культура ĕçченĕсем шутне клубсемпе кану çурчĕ- сенче, театрсенче, музейсенче, библиотекăсенче, литература каçалăкĕнче тата ытти вырăнта хăйсен ĕçĕпе мăн асаттесен чун хавалĕн еткерлĕхне упраса, хушăнтарса культурăна халăх патне илсе çитерекенсем кĕреççĕ.
Çак сферăра тăрăшакансен ĕçĕ çиелтен пăхсан питĕ çăмăл курăнать. Тарăнрах тишкерсен — кунсерен чун хавалĕпе, ырăлăхпа çынсене çĕклентерме, каçсерен, кану тата уяв кунĕсенче ĕçре пулма, çынсен чĕрисене хĕлхемпе çулăмлантарса савăнăçпа лайăх кăмăл-туйăм парнелеме, вĕсемшĕн илемлĕх тĕнчин алăкне уçма, мероприятисем ирттерме тăтăш çĕнĕ мелсемпе майсем шырама профессине парăнса ĕçлемелле.
Комсомольски районĕнче паянхи кун 36 клубра 59 культура ĕçченĕ тăрăшать. 18 библиотекăра 25 библиотекарь ĕçлет, «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче — 2, Кироври клуб-музейра — 1 специалист вăй хурать. Район территорийĕнче Культура учрежденийĕсенче хăйсен ĕçне чунтан парăннă специалистсем вăй хураççĕ. Чылайăшĕ профессире — нумай çул. Вĕсем ырă йăла-йĕркесене упраса аталантарма, самана таппипе тан утса çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Чи лайăх, ăнăçлă проектсем вара ĕçе чунпа парăнса тăтăш çĕннипе кăсăкланакан çынсен пулаççĕ.
«Паллах, мероприятисем йĕркелени, концертсемпе спектакльсене халăх умне кăларни, конкурссене хутшăнни художество пултарулăх ушкăнĕсен тата вĕсен ертÿçисен калама çук пысăк кунсерен пурнăçланакан ĕçне те кăтартать. Коронавирус пирки иртнĕ çулта халăх пуçтарса анлă мероприятисем ирттереймен пулсан та культура ĕçченĕсем алă усса ларман — онлайн мелпе нумай фестиваль-конкурссене хутшăннă. Хисеп хучĕсене, тĕрлĕ степеньлĕ дипломсене тивĕçнĕ. Вĕсене шутла пуçласан шутласа пĕтереймĕн. Хăшпĕрисене асăнса хăварас килет. Сăмахран, «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн аслă ушкăнĕ халăх юррисене юрлассипе «Песни Родины» Раççей конкурсĕнче /2020 çул/ I степеньлĕ дипломант ятне тивĕçнĕ. Владимир Павлов чăваш музыка инструменчĕсен «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» фестивалĕнче /2021 çул/ шăхличпе выляса, вăл ертсе пыракан «Каçал» фольклор ансамблĕ «Йăла-йĕрке» номинацире II степеньлĕ лауреат пулса тăнă, тĕп парнене — Гран-прие çĕнсе илсе Мускава кайма тивĕçнĕ. Марина Волкова ертсе пыракан В.Х. Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕ А.Трофимован «Манăçми паттăрлăх» спектаклĕпе республика шайĕнче иртнĕ театр тата драма коллективĕсен «Мухтав ахрăмĕ» фестиваль-конкурсне /2020 çул/ хутшăнса «За творческую устремленность» диплома тивĕçнĕ. Мартăн 20-мĕшĕнче регионсем хушшинче иртнĕ эстрада юррисен «Твой шанс-ON Чебоксары» конкурсра /2021 çул/ суйлав турнирĕнче «Сольное исполнение» номинацире Марина II степеньлĕ диплом илнĕ. Нумаях пулмасть патриотла юрăсен онлайн форматпа иртнĕ «О подвигах, о доблести, о славе» фестивальне хутшăнса «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ /ертÿçи А.Кокшина/, Урмаел культура çурчĕ çумĕнчи «Мишар» халăх юрăпа ташă ансамблĕ /ертÿçи И.Хисамов/, Кĕçĕн Çĕрпÿел культура çурчĕ çумĕнчи «Гармония» вокал ушкăнĕ /ертÿçи А.Любимова/, Аслă Чурачăк культура çурчĕн художество пултарулăх участникĕ С.Просвирнов тата Е.Шуряшкинăран, Е.Просвирновăран, С.Просвирновран тăракан трио хутшăнса лауреат дипломĕсене тивĕçнĕ. Асанкасси культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» вокал ушкăнĕ /ертÿçи Е.Маштанова/ хутшăннăшăн диплом илнĕ», — паллаштарчĕ культура ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе культура çурчĕн директорĕ Георгий Перьев.
Творчество ĕçченĕсем тăтăшах шыравра — ĕçри лару-тăрура инновациллĕ формăсемпе усă курмалла, ăсталăха ÿстермелле. Йĕркеленĕ мероприяти çынсен кăмăлне кайни, вĕсен куçĕсенче савăнăç хĕлхемĕ çутални, пурнăçланă ĕçпе кăмăл тулни вĕсемшĕн чи пахи.
С.ЕФИМОВА.