Вторник, Апрель 13

Хĕле ăсатса çуркуннене алă патăмăр

Хĕле ăсатса çуркуннене алă патăмăр

Мартăн 13-мĕшĕнче, Комсомольски район центрĕн паркĕнче сивĕ хĕле савăнăçлă лару-тăрура ăсатса хÿхĕм çуркуннене хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç.
Хĕле ăсатса Çуркуннене алă паракансене тата пуçтарăннисене Çăварни уявĕ ячĕпе чи малтанах район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Герман Кузьмин ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, çирĕп сывлăх, тулли телей сунчĕç.
Уяв программине кăçал коронавирус чирне пула хăйне евĕр йĕркелеме тиврĕ, апла пулин те уяв пуян та тĕрлĕ енлĕ иртрĕ. Кунта çуллă икерчĕ, тутлă шушкă-пĕремĕк, кукăль ас тивсе пăхма çеç мар, тутлă чей ĕçсе киленме май пулчĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тата культура ĕçченĕсем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Кашниех хăйне евĕр кĕтес йĕркеленĕ: алăпа капăрлатнă пукане, ларса канмалли сĕтел-пукан…
Уяв кунĕнче курса киленмелли, туянмалли тавар та пайтахчĕ. Ку енĕпе районти райпо яланах тăрăшуллă. Вĕсем тавар та сутаççĕ, тутлă апат-çимĕç те сĕнеççĕ.
Ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем пухăннисене савăк юрăсем парнелерĕç, купăс çемми вара кашни кураканах ташă ретне йыхăрчĕ. Çак кун чăваш, вырăс, тутар халăх юрри-кĕвви юхрĕ те юхрĕ.
Ача-пăчасем валли те савăнмалли пайтах пулчĕ. Тĕп библиотека ĕçченĕсем ачасемпе савăнăçлă вăйăсем ирттерчĕç. Шкула, ача садне çÿрекенсем ку лапамра кăмăл туличчен савăнчĕç.
Çăварни уявĕ тĕрлĕ спорт мероприятийĕпе пуян пулчĕ.
Район центрне пухăннисем армспорт вăййине пăхса киленчĕç. Унта пĕрремĕш вырăна арçынсенчен Рестем Ильясов, хĕрарăмсенчен Анастасия Ильина çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна Аймет Зарипов тата Раиса Сапожникова тивĕçрĕç пулсан, виççĕмĕш вырăнпа Александр Толмачев палăрчĕ.
Кире пуканĕ йăтса арçынсенчен Владимир Калашников мала тухрĕ. Михаил Фомин — 2-мĕш, Владимир Кадюков 3-мĕш пулчĕ. Хĕрсенчен Анастасия Ильинапа Раиса Сапожникова палăрчĕç.
«Кĕтне» ФСК-ра иртнĕ волейбол турнирĕнче «Шерауты» команда çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕ. «Комсомольское» команда ăмăртура — 2-мĕш, «Коллектив учителей и любителей» команда 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Шашка вăййинче В.Журавлевăна çитекенни пулмарĕ. А.Анисимова 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, Н.Лисин 3-мĕш пулчĕ.
Минифутбол вăййинче «Урмай» команда пурне те çĕнтерсе мала тухрĕ, «Гигант» команда иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ, «Тимерчеево» команда виççĕмĕш вырăнпа палăрчĕ.
Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем те çак кун ăсталăха тĕрĕслерĕç. Г.Петухов, И.Минсафинов, Е.Козлов, В.Денисов тренерсем хатĕрлекен ачасем тĕрлĕ виçере кĕрешсе парнесене тивĕçрĕç. 27—72 килограмлă виçесенче иртрĕ турнир. Чи маттурисем тата ăстисем, паллах, çĕнтерчĕç. С.Галимзянов, А.Мадюков, И.Шакмаков, Д.Яковлева, Д.Яндров, А.Андреев, Д.Зиатдинов, Б.Галимзянов, М.Ильин, Б.Волков, Д.Петров, Д.Герасимов, Д.Трофимов хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç.
Уяв савăнăçлă самантсемпе, спорт мероприятийĕсемпе, конкурссемпе, выставкăсемпе пуян пулчĕ. Пурте пĕрле пуçтарăнса савăнса Хĕле ăсатрăмăр та Çуркуннене алă патăмăр.
Нумаях та вăхăт иртмĕ, шăнкăртатса шыв юхма пуçлĕ, çутçанталăк чĕрĕлсе вăй илĕ, пире илĕртекен çуркуннен пĕрремĕш чечекĕсем çурăлĕç, çутçанталăкăн чи илĕртÿллĕ те илемлĕ вăхăчĕ пуçланĕ.
Тепĕр çулччен, хаваслă Çăварни!
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code