Бассейн ĕçлет

Бассейн ĕçлет

Районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнра чылай вăхăт хушши юсав ĕçĕсем ирттерчĕç. Çакă шывра ишме юратакансемшĕн чăннипех те чăрмав пулчĕ.
— Юсав ĕçĕсене вĕçленĕ, юсаса çĕнетнĕ бассейнра ишсе киленме аван. Çавна май район çыннисене сывлăха çирĕплетме бассейна килсе кĕме чĕнсе калатăп. Район центрĕнче пурăнакансемшĕн бассейна çÿреме çăмăлрах. Ялсенче пурăнакансемшĕн вара килсе каясси кансĕр пулсассăн, вĕсене физкультурăпа спорт комплексне йышпа килме ыйтатпăр. Тĕслĕхрен, ялсенче пĕр вăхăтра йышпа пуçтарăнса килес кăмăл пуррисене транспортпа тивĕçтерме те май пур. Микроавтобус пырса илĕ тата каялла вырăна çитерĕ, — пĕлтерчĕ «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8/83539/ 5-12-99.

Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *