Вторник, 23 апреля

Йĕлтĕрпе туслисем ăмăртура савăнчĕç

Йĕлтĕрпе туслисем ăмăртура савăнчĕç

Февралĕн 13-мĕшĕнче республикăри чылай районта «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2021» массăллă спорт ăмăртăвĕ иртрĕ. Пирĕн районта çанталăк условийĕсене кура çак кун йĕлтĕр çине тăма май килмерĕ, апла пулин те йĕлтĕрçĕсем спорт уявĕсĕр юлмарĕç. Февралĕн 20-мĕшĕнче йĕлтĕр спортне кăмăллакансем Комсомольскинчи вăрман хĕрринче пуçтарăнчĕç. Чăн-чăн спорт тусĕсене урамра аванах сивĕ пулни те хăратмарĕ.
Мероприятие уçса район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пурне те ырлăх-сывлăхлă пулма, йĕлтĕрпе ярăнса савăнма, финиша ăнăçлăн çитме сунчĕ.
Чи малтанах пуçлăхсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем, шкул директорĕсем VIP-чупăва тухрĕç. Вĕсем хыççăн районти тĕп шкулсенче ăс пухакансем йĕлтĕр çине тăчĕç. Хĕрÿ тупăшура хĕрачасем хушшинче Софья Осипова мала тухма пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Анастасия Афанасьева, виççĕмĕш вырăнта — Илзиля Сафиуллина. Арçын ачасем хушшинче Семен Семенов дистанцие пĕрремĕш парăнтарчĕ. Вячеслав Кудрявцев финиша иккĕмĕш, Айназ Алимов виççĕмĕш çитрĕç.
Малалла старта вăтам шкулсенче вĕренекенсем тухрĕç. Хĕрсем хушшинче Татьяна Прокопьева çĕнтерĕве алăран ямарĕ. Дильназ Тазетдинова — иккĕмĕш, Олеся Краснова виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Каччăсем хушшинче Даниил Трофимова çитекенни пулмарĕ. Алексей Быковпа Данис Мухаметшин иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Çитĕннисем те ăмăртуран айккинче тăрса юлмарĕç. Хĕрарăмсем хушшинче Анна Крылова финиша пĕрремĕш çитрĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Галина Волкова, виççĕмĕш вырăнта — Зинаида Киргизова.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе, грамотăсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. «Чи çамрăк участник» ята «Рябинушка» ача садне çÿрекен Тимофей Самаркин тивĕçрĕ. Чи аслă йĕлтĕрçĕ Василий Пундяков пулчĕ.
Комсомольски райповĕн ĕçченĕсем йĕлтĕрçĕсене вĕри чейпе тата кукăльсемпе сăйларĕç. Уçă сывлăшра йĕлтĕрпе ярăнни пурне те савăк кăмăл парнелерĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *