Чăн-чăн çĕр ĕçченĕ

Чăн-чăн çĕр ĕçченĕ

Тул çутăлса çеç пырать-ха. Автомашина вăрмантан тухрĕ те ферма çурчĕсем еннелле пăрăнса кĕчĕ. Кашни ĕç кунĕ çапла пуçланать «Дубовка» ООО управляющийĕн А.Н.Григорьевăн.
Выльăх-чĕрлĕх — тĕп отрасль. Хуçалăх аталанăвĕ, ĕçлекенсен шалăвĕ шăпах унти продуктивлăхран кумай килет. Вăл çитнĕ çĕре унта яланхи пекех ĕç шавĕ тăратчĕ. Ĕне сăвакан аппаратсен сасси, тракторсен кĕрлевĕ çакна туллин çирĕплетеççĕ. Малтанах вăл сенаж упранакан тĕле пычĕ. Унта сенажа вĕтетсе хатĕрлекен миксер çаклатнă трактор ĕçлет. Опытлă механизатор Дмитрий Батманов тăрăшать унпа. Вăл ĕçе пахалăхлă пурнăçлани пирки иккĕленмест Александр Николаевич. Викентий Никифоров скотникпа Игорь Еремеев тракторист сенажа миксер çине тиесе тăраççĕ. Апата сенажсăр пуçне утă, дробина, жмых хушаççĕ. Çакă рациона тутлăлантарать, продуктивлăха ÿстерме пулăшать. Унти ĕç-хĕлпе паллашнă хыççăн А.Григорьев малалла утрĕ. Акă, Леонид Павлов скотник лашапа аялти вите валли апат турттарса килет. Унăн ĕçĕпе те кăмăллă управляющи. Аялти вите тенĕрен, кунти ĕçсене ытларах алă вăйĕпе тума тивет. Кунта сĕт пăрахтарнă, пăруланă ĕнесем, пушмак пăрусем, самăртма хупнă вăкăрсем, тĕрлĕ ÿсĕмри пăрусем тăраççĕ. Вĕсене Галина Никитинапа Елена Чернова пăхаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те выльăх-чĕрлĕх патĕнче нумай çул тăрăшса паха опыт илнĕ.
Çÿлти витере ĕнесене Германипе Итали çĕршывĕсенче туса кăларнă çĕнĕ йышши оборудованипе сăваççĕ. Ку ĕçре Ирина Тимофеевăпа Надя Краснова дояркăсем тăрăшаççĕ. Захар Гордеевпа Василий Никитин тислĕке транспортерпа кăларнă çĕрте вăй хураççĕ. Александр Николаевич Вера Ивановна Мартынова зоотехникпа, Зоя Александровна Читнаева ферма заведующийĕпе, Наталья Ефимова ветеринарпа, техник-осеменаторпа курса калаçрĕ, ĕç-пуçпа тĕплĕн паллашрĕ те алăк патнелле утрĕ.
Дубовкăри сĕт-çу ферми иртнĕ çула япăх мар вĕçленĕ. Кашни ĕне пуçне 5182 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку кăтарту виçĕм- çулхинчен пысăкрах, район шайĕнче те аваннисен шутĕнче. Хуçалăх иртнĕ çул 1300 тонна сенаж, 586 тонна утă, 115 тонна улăм, 250 тонна тырă хатĕрленĕ. Кашни выльăх пуçне шутласан 31 центнер апат единици чухлĕ тивет. Апла пулсан хуçалăх хĕле япăх мар хатĕрленнĕ.
Малалла çăмăл автомашина çулĕ машинăпа трактор паркĕ еннелле выртрĕ. 1980 çулсенче трактор рульне е комбайн штурвалне тытса пынă чухне Александр Николаевич хăйне пурнăç çулĕ тăван ялтан аякри Дубовка ялне илсе çитересси пирки, паллах, шутламан та ĕнтĕ. Ун чухне тĕллевĕ трактора е «хир карапне» юсавлă тытса унпа ытларах ĕç тăвасси пулнă. Ирхине ирех «Заветы Ильича» /каярахпа «Труд»/ колхозăн машинăпа трактор паркне çитсе шанса панă ĕçе вăхăтра пурнăçлас тесе васканă. Сĕм çĕрлене юлса çемье патне таврăнни мĕн чухлĕ пулнă-ши? Хуçалăхра 30 çул ытла тăрăшса мĕнле ĕçсем кăна пурнăçлама тивмен-ши ăна? Пур çĕрте те ертÿçĕсен шанăçне тÿрре кăларма тăрăшнă. Çурхи ака-суха ĕçĕсем вăхăтĕнче те, çу кунĕсенче те, хура кĕркунне те, сивĕ хĕл кунĕсенче те ĕçе васканă. Ахальтен мар ĕнтĕ çулталăк тăршшĕпе пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ эталон-гектар çине куçарсан ялан тенĕ пекех хуçалăхра чи нумаййисенчен пĕри пулнă. Унпа пĕрле ĕçленĕ комбайнер помощникĕсенчен чылайăшĕ каярахпа хăйсен пурнăçне тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă. Хастар ĕçшĕн ăна хуçалăх правленийĕ те, район та пĕрре мар Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем, хаклă парнесем парса чысланă.
1997 çулта А.Григорьев «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Хирсем хальлĕхе шурă юрпа витĕннĕ. Кĕçех çурхи ака-суха вăхăчĕ те çывхарать. Кăкарса ĕçлемелли техникăна юр айĕнчен кăларса юсама пуçламалла. Нумай çул ÿсекен курăксене апатлантарма удобренисем кирлĕ. «Ĕçĕсем нумай», — тавралăха сăнаса пынăçем шутларĕ вăл. «Дубовка» ООО пысăк хуçалăх мар. Çавăнпа та вăл хăех агроном та, инженер та, строитель-инженер та, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн ыйтăвĕсем те ун çинче. Ертÿçĕн ĕçлекенсем пирки те шутламалла. Коллектив пысăк мар пулин те вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшмалла. Хастаррисене ыр сăмах каласа хавхалантарма пĕлмелле. Алăри пÿрнесем те пĕр пек мар та, теприсене сăмах тивертме те тивет. Йывăрлăх сиксе тухсан пулăшма яланах хатĕр вăл. Хăй ăста механизатор пулнă май ÿркенсе тăмасть, çанă тавăрса трактор капочĕ ăшне те чакаланма кĕрсе каять. Çапах та ертÿçĕ-ертÿçех. Унăн пысăкрах ĕçсем пирки шутламалла, вĕсене пĕлсе йĕркелесе пымалла.
Çак кунсенче Александр Николаевич 60 çул тултарчĕ. Вĕсенчен чылай пайне вăл çĕрпе ĕçлесе ирттернĕ. Сухаланă, кăпкалатнă, сÿреленĕ, курăксене çулса пуçтарнă, тыр-пула вырса, çапса тĕшĕленĕ… Кирек ăçта та вăл хăйне чăн-чăн çĕр ĕçченĕ пек кăтартнă.
Мăшăрĕпе Галина Вениаминовнăпа вĕсем 3 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсем 6 мăнукĕ- пе савăнаççĕ.
…Машинăпа трактор паркĕнче пулса унти лару-тăрупа паллашнă хыççăн А.Григорьев автомашини малалла васкарĕ. Кун пуçланнă анчах-ха. Татса памалли ыйтусем чылай управляющин, ĕмĕчĕсем те нумай. Вĕсене пурнăçлама сывлăхĕ пултăр, тĕллевĕсене ĕçе кĕртме яланах такăр çул вырттăр.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *