Понедельник, 9 декабря

Уявпа саламларĕç

Уявпа саламларĕç

Иртнĕ эрнере «Каçал ен» хаçат 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Хаçат коллективне уявпа саламлама тата малашнехи ĕç планĕсене палăртма Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина, унăн çумĕ Юлия Стройкова килсе çитрĕç.
Хаçат юбилейне халалланă мероприяти районти тĕп библиотекăра иртрĕ. Сумлă уява кăçал, паллах, пысăк йышпа пухăнса уявлама май килмерĕ. Чир-чĕр сарăлнă вăхăтра хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнма тивет.
90 çулхи юбилее халалласа вулавăшра «Уяв ячĕпе сана, хаçат!» сăнÿкерчĕксен выставкине уçрăмăр, унпа пĕрлех саламсене йышăнтăмăр. Кристина Майнина коллектива юбилей ячĕпе саламланă май, маттур та тăрăшуллă ĕçченсене Тав хучĕсемпе чысларĕ, малашнехи ĕçре ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Краснов 90 çул тултарнă ятпа саламласа хаçат ĕçченĕсене Хисеп грамотисемпе наградăларĕ, малашне тиража ÿстерме, хаçата кăсăклă та пахалăхлă кăларма сунчĕ. Килсе çитнĕ хăнасем: Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, «Слава картофелю» агрофирма генеральнăй директорĕ Хасиятулла Идиатуллин, райпо канашĕн председателĕ Светлана Грачева, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем, Валентина Филиппова педагог уяв ячĕпе саламларĕç, хаçат пĕлте- рĕшне ÿстерме, вулакансем валли кăсăклă материалсем хатĕрлеме сунчĕç. Çак кун юрри-ташши те пулчĕ. «Каçал» халăх фольклор ансамблĕ пухăннисене савăк юрă-кĕвĕ парнелерĕ.
Кристина Майнина, паллах, редакцие çитсе коллективпа тĕл пулчĕ. Иртнĕ çула пĕтĕмлетсе кăçалхи ĕç планĕсене палăртрĕ, хумхантаракан ыйтусене хаçат ĕçченĕсемпе сÿтсе яврĕ. Паянхи куна «Каçал ен» хаçатăн тиражне упраса хăварма пултарнине, хаçат кăсăклă та хăйне евĕрлĕ тухнине, унăн страницисенче чылай ыйтăва хускатма пултарнине, социаллă сетьсенче те ĕçе кирлĕ шайра йĕркелесе пыма пултарнине, унти подписчиксен йышĕ 7 пин çынна çитнине палăртса хăварчĕ Кристина Андреевна. 2021 çулхи январь уйăхĕнчен «Каçал ен» хаçат эрнере пĕр хутчен вулакан патне çитет. Çакă районта пурăнакансемшĕн кĕтменлĕх пулчĕ. Вĕсем хаçата эрнере икĕ хутчен вуласшăн. Кристина Андреевна хаçат тусĕсен ыйтăвне тивĕçтерсе «Каçал ене» июль уйăхĕнчен малтанхи йĕркепех кăларма сĕнчĕ. Çавăн пекех хаçат ĕçченĕсен пĕлĕвне тарăнлатас, вĕренекенсене ытларах ĕçе явăçтарас ыйтăва та вăл пăхса тухма шантарчĕ.
Пирĕн ĕçре сÿтсе явмалли, палăртмалли сахал мар. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе тăрăшни, алă парса пулăшни кал-кал ĕçлеме вăй-хал парать. Вăхăт тупса 90 çулхи юбилейпе пире саламлама пултарнă кашни çынна чĕререн тав тăватпăр. Пирĕн хутшăну яланах çирĕп пултăр.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *