Вторник, 23 апреля

Ĕçченсем канашларĕç

Ĕçченсем канашларĕç

Февралĕн 5-мĕшĕнче Александровкăри çĕнетнĕ культура çуртĕнче культура ĕçченĕсем черетлĕ канашлăва пуçтарăнчĕç.
Тĕлпулăва район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Екатерина Конторская уçрĕ.
Районти культурăпа кану центрĕн директорĕ Георгий Перьев 2020 çулта туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, конкурссемпе фестивальсене хутшăнса палăрнă ĕçченсене, ансамбльсемпе коллективсене асăнса хăварчĕ. Чи маттуррисем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.
Иртнĕ çулта пандемие пула хăйсен ĕçне ытларах онлайн мелпе йĕркелеме тивнĕ. Апла пулсан та культура ĕçченĕсем нумай конкурса хутшăнса палăрма пултарнă.
Районти культура ĕçченĕ-сем чылайăшĕ ятарлă пĕлÿсĕр. Вĕсен професси вĕренĕвĕн курсĕсенче хăйсен специальноçĕпе хушма пĕлÿ илме тăрăшмалла. Культура ĕçченĕсен вăтам ÿсĕм шайĕ ватăлса пынине асăнса хăварчĕ Г.Перьев. «Кашнин пултарулăх аталанăвĕн виçи çук. Хăвăр пултарулăхăра туллин кăтартма май паракан енсем суйласа илсе ăсталăха туптамалла. Ăсталăха, пурнăçланă ĕçе куракана кăтартма пĕлмелле. Ĕç графикĕсене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашласа халăха культура çурчĕсене çÿреме меллĕ туса йĕркелемелле», — пĕлтерчĕ Георгий Митрофанович.
«Каçал» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Владимир Павлов иртнĕ çулти ĕç-хĕлпе, тунă çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ. Малашне те халăх юрри-ташшипе йăли-йĕркисене тĕпчемеллине тата фольклор урокĕсем йĕркелесе ачасене çак ĕçе явăçтарса паллаштармаллине каларĕ.
Нĕркеçри культура çурчĕн заведующийĕ Михаил Кузнецов спорт мероприятийĕсен сывă пурнăç йĕркине тытма хăнăхтарас ĕçри пĕлтерĕшĕ çинчен доклад турĕ.
Тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова районти вулавăшсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Библиотекăсен интернетпа усă курма майсем пуррине, пурте ятарлă сайтсем тунине палăртрĕ. Шел пулин те, коронавирус чирне пула библиотекăна çÿрекен вулакансен шучĕ чакнă.
Валентина Боровкова биб- лиотекарь районти тĕп библиотека ĕçĕ-хĕлĕнче усă куракан инновациллĕ тата йăлана кĕмен ĕç формисем çинчен каларĕ. Тухса çÿреймен çынсем патне килĕсене кĕнекесем кайса пани, мошенниксен ултав серепинчен сыхланмалли ăнлантару калаçăвĕсем тата терроризма хирĕç акцисем ирттерни çинче чарăнса тăчĕ.
Аслă Çĕрпÿелĕнчи вулавăш библиотекарĕ Галина Родионова тăван тавралăх ĕçĕн пĕлтерĕшĕ çинчен доклад вуларĕ. «Хамăр несĕлсене пĕлни малашлăха курса тăма пулăшать» тема пурин кăмăлне те кайрĕ.
Районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕн ертÿçи Алена Полякова видео-отчет кăтартрĕ. «Хыпар» хаçат ĕçченĕсемпе пĕрле хатĕрленĕ вăрçă вете- ранĕсен асаилĕвĕсене сăнарлакан видео пуçтарăннисен чĕрисен хĕлĕхĕсене хускатрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов канашлăва пĕтĕмлетсе пирĕн район талантлă, ăста çынсемпе пуяннине, вĕсен ĕçĕсене куçса çÿрекен выставкăсем йĕркелесе халăх умне кăлармаллине асăнса хăварчĕ. Района 1921 çулти кулаксен пăлхавĕнче пуçĕсене хунă комсомолецсен ячĕпе ят панине шута илсе, уçма плана кĕртнĕ туризм маршрутне паттăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнтан пуçлама сĕнчĕ.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *