Çар çынни пулас тĕллевпе утать малалла

Çар çынни пулас тĕллевпе утать малалла

Маттур хĕр — Татьяна — Хирти Ĕнелте пурăнакан Ольгăпа Григорий Прокопьевсен нумай ачаллă çемйинче çитĕнет. Амăшĕпе ашшĕ ывăлне Виктора тата хĕрĕсене Таньăпа Аньăна тăрăшуллă пулма, туслăха хаклама, хăйсенчен аслăрах çынсене хисеплеме вĕрентеççĕ.
Таня Нĕркеç вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет. «4» тата «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Вăл уйрăмах вырăс тата чăваш литератури, истори, акăлчан чĕлхи, физкультура предмечĕ сене килĕштерет. Унсăр пуçне вăл — районти ача-пăча пултарулăх шкулĕн вĕренекенĕ. Уроксем хыççăн эрнере 5 кун музыка занятийĕсенче пианинăпа выляма вĕренет. Спортпа та туслă. Пушă вăхăтра тус-тантăшĕсемпе футболла вылять. Ÿкерме юратать. Пултаруллă хĕр Т.Н.Сапожникова ертсе пыракан «Капель» вокал ансамбльне юрлама çÿрет.
Таня тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссене, наукăпа практика конференцийĕсене, спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнать. Унăн Хисеп хучĕсем, Дипломсем, Тав хучĕсем нумай. Вĕсенчен хăшĕ- пĕрисене асăнса хăваратăп.
«Капель» вокал ансамблĕн йышĕнче халăхсем хушшинчи «Урмай-залида» фестивале хутшăнса 2017 çулта «Вокал ансамблĕсем» номинацире 2-мĕш степеньлĕ лауреат, 2018 çулта 1-мĕш степеньлĕ лауреат ячĕсене тивĕçнĕ. Асăннă фестивальте «Национальное сольное вокальное исполнительство» номинацире 2-мĕш степеньлĕ Диплом çĕнсе илнĕ Таня.
2018 çулта район шайĕнче иртнĕ ачасен «Ача-пăча сасси» фольклор фестиваль-конкурсĕнче «Трио» номинацире «Капель» вокал ансамблĕ 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçнĕ.
2019 çулта Совет Çарĕсен тулли мар контингентне Афганистанран кăларнăранпа 30 çул çитнине халалланă патриотла юрăсен район шайĕнче йĕркеленĕ «Не ради славы и наград» фестивалĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă.
2019 çулта хастар хĕр тĕнчери ача-пăча «Артек» центрне кайма тивĕçнĕ. «Артек»-ри футбол командисем хушшинче ирттернĕ вăйăра хĕрача вылякан команда 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
— Кану лагерĕнче январь уйăхĕнче пултăм эпĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчи хуласенчен килнĕ çамрăксемпе паллашрăм. Пÿлĕмре 6 хĕр ача пĕрле пурăнтăмăр. Вĕсем — Чăваш Енри Тăвай районĕнче, Черкесск, Иркутск, Екатеринбург, Адлер хулисенче пурăнакан хĕрсем. Тăтăшах паллă вырăнсене, музейсене кайса курма экскурсисем йĕркелетчĕç, тем тĕрлĕ интереслĕ мероприятисем ирттеретчĕç. Виçĕ эрне 3 кун пек иртсе кайрĕ, — аса илет хĕр.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать Таня. Тантăшĕсем хушшинче ĕçченлĕхĕпе, тÿрĕ кăмăллăхпа, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнипе палăрса тăрать. Волонтер юхăмне хутшăнса ялти ватăсене пулăшма та вăхăт тупать. Коронавирус чирĕ сарăлнине пула килтен вăхăтлăх тухса çÿреймен ватăсем валли лавккаран апат-çимĕçпе, пурнăçра кирлĕ вак-тĕвек япаласемпе тивĕçтерессине йĕркеленĕ.
— Ватă çынсене кил-çуртри, хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама çăмăлах мар. Вĕсем хăйсене пулăшнăшăн питĕ савăнаççĕ. Кăмăлтан тав тăваççĕ. Эпир май килнĕ таран пулăшни ватă çынсене питĕ кирлĕ, — пĕлтерет Т.Прокопьева.
Нĕркеç вăтам шкулĕнче тата 2 çул вĕренмелле Таньăн. Вăл шкул пĕтерсен малашне ăçта вĕренме кĕмелли тата мĕнле професси алла илмелли çинчен халех шухăшлать.
— Паллах, вĕренÿре тăрăшуллă пулни — ăнăçлă пуласлăхăн, алла килĕшекен професси илессин, тăнăçлă пурнăçпа пурăнассин никĕсĕ. Нĕркеç вăтам шкулĕнче 11 класс вĕренсе экзаменсене тытнă хыççăн Рязань хулинчи В.Ф.Маргелов генерал ячĕпе хисепленекен гварди аслă сывлăш десант команда училищине вĕренме кĕме хатĕрлетĕп хама. Ман шутпа, çыннăн яланах пĕлÿ шайне ÿстерме, тавракурăма аталантарма, ÿт-пĕве çирĕплетме тăрăшмалла, — тет хĕр.
Кăçал Таня Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçрĕ.
— ЧР Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма тивĕçни, паллах, хисеплĕ, анчах çăмăл мар. Çак стипендин сертификачĕ манăн çитĕнÿ çеç мар, мана вĕрентекен педагогсен, аннепе аттен, кукамайпа кукаçин, асаннен çитĕнĕвĕ. Уйрăмах атте манăн вăя, пултарулăха курни, мана шанни, ĕненни çĕнтерÿ патне ăнтăлма, çитĕнÿ тума пулăшать. Вĕрентекенсене вĕренÿ-ре пулăшнăшăн, хăйсен предмечĕсене туллин вĕрентнĕшĕн, ăнланман темăсене хушма вăхăт тупса ăса хывтарнăшăн тав тăватăп, — уçать шухăшне хĕр.
Таньăна малашне те мал ĕмĕтлĕ пулма, вĕренÿре тата обществăлла ĕçре палăрса пыма ăнăçу сунатпăр.
С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *