Пятница, 19 апреля

«Каçал ене» чăтăмсăррăн кĕтетĕп

«Каçал ене» чăтăмсăррăн кĕтетĕп

Эпĕ Йăлмахвара нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Эпир çамрăк чухне пирĕн атте И.Д.Дмитриев ялти клубра ĕçленĕ. Каярах та яваплă вырăнсенче тăрăшнă.
Атте тĕнчери, çĕршыври, районти пулăмсемпе кăсăкланатчĕ, тавракурăмне аталантарас тĕллевпе вырăсла хаçат-журнал, «Октябрь ялавĕ» район хаçатне почта урлă çырăнса илетчĕ. Унăн тус-юлташĕсем тăтăшах пирĕн пата пуçтарăнса хаçат-журналсенчи статьясене сÿтсе яватчĕç, район хыпарĕсемпе паллашатчĕç. Вăл вăхăтра ялсенче вĕреннĕ, вырăс чĕлхине пĕлекен çынсем сахалрах пулнă. Çавна май кăларăмсенчи хыпарсене хапăлласах юлташĕсене ăнлантарса паратчĕ атте. Эпир те, ачасем, пĕр сăмах сиктерми шăппăн итлеттĕмĕр.
1967 çулта Комсомольскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан мана Йăлмахва ялĕнчи библиотекăна ĕçлеме çирĕплетрĕç. Каярах «Знамя» колхозри комсомол организацине ертсе пыма та шанчĕç. Эпĕ ялти хыпарсене, çамрăксен, комсомол организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен «Октябрь ялавĕ» хаçата хыпарлаттăм. Заметка çырса редакцие килсен А.Зайцев, П.Эревет, Г.Уткин тата ытти ĕçченсем те яланах ăшшăн кĕтсе илетчĕç.
Халĕ те, май килнĕ таран, ялти хыпарсене район хаçачĕ урлă вулакансене пĕлтерме тăрăшатăп. «Каçал ен» хаçата кашни çулах çырăнса илетĕп. Манăн вăл — чи юратнă хаçат. Çавăнпа почтальон килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Районти тата республикăри пулăмсем, пултаруллă çынсем çинчен, усăллă сĕнÿ-канашсене, спорт хыпарĕсене, интереслĕ калавсене вуласа киленетĕп. Камăн çуралнă кун, кам пурнăçран уйрăлса кайнă — пĕлетĕп, тĕрлĕ пĕлтерÿсемпе паллашатăп. Редакци ĕçченĕсем пурнăçри тĕрлĕ ыйтусене лайăх уçăмлатса параççĕ. Эпĕ тачă çыхăну тытакан «Каçал ен» район хаçачĕ тухса тăма пуçланăранпа 90 çул çитрĕ. Сумлă юбилейпе редакци ĕçченĕсене саламлатăп. Пурнăçра сывлăхпа телей, ĕçре ăнăçупа çитĕнÿсем сунатăп. Турăпа пĕрле çÿрĕр. Малашне те тарăн шухăшлă материалсем пуласса шанатăп.
Л.ТИХОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *