Пятница, 19 апреля

110 çынна привика тунă

110 çынна привика тунă

Пирĕн республикăра, çавăн пекех районта та, коронавирус инфекци- йĕнчен вакцинацилес ĕçе пикеннĕ.
Комсомольски тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Васильев пĕлтернĕ тăрăх, малтанлăха района «Гам-КОВИД-Вак» вакцинăн 110 дози килнĕ. Январĕн 19-мĕшĕнче пĕрремĕш прививкăсене тума пуçланă. Паянхи кун тĕлне пур вакцинăна та туса пĕтернĕ. Январĕн вĕçĕнче республикăна тата 17,5 пин доза илсе килĕç. Вĕсене районсенчи больницăсене пайласа панă хыççăн вакцинаци малалла тăсăлĕ.
Чи малтанах прививкăна медицина ĕçченĕсене, учительсене тата социаллă ĕçченсене тума палăртнă. Çак категорисене кĕрекенсем куллен çынсемпе хутшăнаççĕ, чире тата та вăйлăрах сарма пултараççĕ. Малалла вара кашниех хăйĕн ирĕкĕпе прививка тутарма пултарать.
— Коронавирусран 18 çултан пуçласа пурне те вакцинаци тăватпăр. Малтанлăха 60 çултисем таран çеç тума палăртнă пулсан, халĕ аслăрах çултисене те тăватпăр. Çакă аслă ăрурисем пĕр чир ерсен ăна йывăррăн чăтса ирттернипе çыхăннă. Прививка тутарни вĕсене коронавирусран сыхланма пулăшĕ, — палăртрĕ Николай Алексеевич.
Кам COVID-19-па чирленĕ пулнă, вĕсене хальлĕхе вакцинацилемеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен организмĕсенче вируспа кĕрешекен клеткăсем вăхăтлăха сыхланса юлаççĕ. Ыттисене вара прививка тăвиччен терапевт тĕрĕслет, вакцинаци тума юранипе юраманни çинчен шăпах вăл йышăну тăвать.
Прививка тутарнисем хăйсене мĕнле туяççĕ-ши; Çак ыйтăва та хуравсăр хăварас килмерĕ.
— Хальлĕхе вакцинацин пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр тухнисен йăлтах йĕркеллĕ. Прививка хыççăн хăйсене япăх туйса тухтăрсем патне пулăшу ыйтма пынă çынсем пулман, — пĕлтерчĕ тĕп тухтăр.
Вакцинацие 122 номерпе шăнкăравласа, Комсомольски тĕп больницин регистратури урлă /телефонĕ: 8/83539/5-15-75/ е патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă çырăнма пулать.
Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *