Вторник, Апрель 13

«Каçал ен» хаçат — чун апачĕ

«Каçал ен» хаçат — чун апачĕ

Февраль уйăхĕнче пирĕн хаçатăмăр хăйĕн 90 çулхи сумлă юбилейне уявлать. 9 теçетке çул… Нумай-и вăл, сахал-и пичет кăларăмĕшĕн; Паллах, сахал мар. Хаçатшăн ку питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, анлă çул. Мĕн чухлĕ хыпар пĕлтермен-ши çак хушăра пирĕн район хаçачĕ вулакансене? Хушăран кулянтарса та илнĕ, хушăран хăпартлантарнă та пуль… Мĕн чухлĕ çыравçа хаçат хăйĕн пурнăçри сукмакне тупма пулăшман-ши?
Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ «Паянхи сас» ятпа 1921 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче Патăрьелĕнче кун çути курнă. Хаçат йывăр та тумхахлă çулпа утнă. Самана улшăнса пынă май унăн кун-çулĕ пĕр евĕрлĕ пулман. 1930-мĕш çулсенче çĕршывра коллективизаци юхăмĕ сарăлнă. Çав вăхăтра хаçат çĕнĕ пурнăç тума чăрмантаракансемпе, коллективлă юхăма хирĕç пыракансемпе çивĕч кĕрешÿ пуçарса янă. Вăл пĕрре те канлĕ пурнăçпа пурăнман.
Ман умра «Октябрь ялавĕ» хаçатăн 1991 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче кун çути курнă юбилейлă номерĕ. Унта «Пурнăçран юлман» статьяра Н.Квасов хăй хаçата ĕçе кĕнĕ çулсенче пичет ĕçĕ мĕнле пурнăçланнипе паллаштарать. «1939 çулта, район центрĕ Патăрьелĕнчен Комсомольскине куçсан, ĕçлеме пÿлĕмĕ те пулман, колхозник патĕнче пĕчĕк пÿ- лĕмре хваттерте вырнаçнă. Типографи те çын патĕнче хваттерте вырнаçнăччĕ. Вăл вăхăтра ялсемпе çыхăнма телефон та пулман. Ялсене çуран тухса çÿренĕ. Тырă пĕрчи пек саспаллисене алăпа пухса хаçат тунă. Хаçат çапакан машинăна алăпа çавăрнă. Апла пулсан та район хаçатне вăхăтра çапса вулакансем патне çитернĕ», — аса илет вăл.
Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче çĕршыв умне пысăк йывăрлăхсем тухса тăнă. Ĕç çыннисен пысăк пайĕ алла хĕçпăшал тытса фашистсемпе кĕрешме фронта тухса кайнă, тылра хĕрарăмсемпе çамрăксем, ачасем вăй-халĕсене шеллемесĕр тар тăкнă. Район хаçачĕн çак çулсенче тухса тăнă номерĕсене тишкерсен çакна асăрхама пулать: вăл çак йывăр вăхăтра çынсене фронта пулăшма, хастар пулма чĕннĕ, патриотизмла юхăм сарнă. Çĕнтерÿ кунне çывхартас тесе ял çыннисем кунĕн-çĕрĕн уй-хирте выçăллă-тутăллă ĕçленĕ. Салтаксене ăшă тумтирсем, апат-çимĕç пуçтарса панă. Çак ĕçе йĕркелеме хаçат питĕ пысăк пулăшу кÿнĕ.
Вăрçă хыççăн та хаçат умĕнче пысăк тĕллевсем тăнă, арканнă çĕршыва çирĕппĕн ура çине тăратма халăха хавхалантармалла пулнă. Çавăнпа та хаçат страницисенче ĕç çыннисен пурнăçне туллин çутатнă, ырми-канми ĕçлеме, плана ытлашшипех тултарма чĕннĕ, ĕç ăмăртăвĕсен кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Хаçатра ĕçлекенсен чылай йывăрлăхпа тĕл пулма тивнĕ. Апла пулин те, «Октябрь ялавĕ» яланах малалла шанчăклăн утнă, район пурнăçне анлăн çутатса, сăнласа пынă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 40—50-мĕш çулĕсенчи хаçатсене тишкерсен, вĕсенче критика материалĕсем питĕ нумай пулни тÿрех курăнать. Вăл е ку колхоз акана вăхăтра тухман-и, тракторсем юсавсăр лараççĕ-и, хирти ĕçсене кирлĕ пек пурнăçлайман-и, кам та пулин ĕçке пула ĕçе тухайман-и, кукăр алăллă пулса колхоз пурлăхне хапсăннă-и — кашни ыйтăва район хаçачĕ çутатнă, «пите хĕретсе» малашне тăрăшуллăрах пулма, сиен йăласенчен писме хистенĕ. Çавăн пекех хастар ĕçченсемпе, социализмла ĕç ăмăртăвĕнче мала тухакансемпе, тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçлакансемпе паллаштарса вĕсене тата та ытларах тăрăшма хавхалантарнă. «1949 çулта эпĕ «Октябрь ялавĕ» хаçат редакцине ĕçе кĕтĕм. Редакци хальхи Октябрьская урамри кĕтесри йывăç çуртра вырнаçнăччĕ. Ун чухне район хаçачĕ эрнере 2 кун тухатчĕ, ытти кунсенче тĕрлĕ- рен бланкăсем çапатчĕç. Хаçачĕ 3-4 пин тиражпа тухатчĕ. Пичет машинисене алăпа çавăрса пичетлесе ирччен хатĕрлесе çитереттĕмĕр, почтăна та хамăрах леçсе параттăмăр. Редакцире электричество çути пулман. Çĕрĕпех краççын ламписем çунатчĕç. Пичет машинисене алăпа çавăрма çав тери йывăрччĕ. Пĕри ларса каннă вăхăтра тепри машинăна çавăрса ĕçлеттеретчĕ», — паллаштарнă А.Кокорев хăйĕн аса илĕвĕсемпе «Каçал ен» хаçатăн 2001 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче тухнă номерĕнче.
Чăнах та, хаçатçăсен ĕçĕ вăл вăхăтра питĕ йывăр пулнă. Çапах та вĕсем вулакансем район хаçачĕпе куллен паллашма пултарччăр тесе кунĕпе-çĕрĕпе ырми-канми тăрăшнă.
Темле йывăр çулсем те пулнă пулĕ, çапах чи пĕлтерĕшли — хаçат паян кун та вăхăтра тухса тăни, районти ялсенче пулса иртекен тĕрлĕ енлĕ хыпарсене туллин çутатни, унăн тусĕсем хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтни. Район çыннисем хаçатпа тăтăшах канашлаччăр, унпа çирĕп çыхăну тытчăр тесе тăрăшсан çеç хаçат хăйĕн умне лартнă пысăк тĕллевсене пурнăçлама пултарĕ. «Каçал ен» шăпах çапла пулма тăрăшать те.
Н.КАЛАШНИКОВА.
«Çăмăл мар хаçатçăсен ĕçĕ. Пурне те вăхăтра тума ĕлкĕрмелле, район, республика, çĕршыв пурнăçĕпе тан пымалла, кирлĕ хыпарсене вăхăтра пĕлтермелле. Кая юлса пĕлтернĕ хыпар вăл сивĕнсе кайнă ĕнерхи яшка пек çеç — тути-маси сахал».
Р.МОИСЕЕВ,
обществăлла корреспондент.
/«Каçал ен», 2001 ç., январĕн 17-мĕшĕ/.
«Хаçат вăл чи малтанах — хыпар. Район пурнăçне, унăн ĕç-хĕлне пĕлсе тăрас тесен хаçатпа туслашмалла. Район хаçатне алла илсен хамăр тăвансем, кÿршĕсем, паллакан çынсем çинчен вуласа пĕлме пултаратпăр. Çын çăкăрпа çеç тутă пулаймасть. Шăпах район хаçачĕ вулакансене «чун апачĕ» парса тăрать».
С.КРАСНОВ,
ялкор.
/«Каçал ен», 2001 ç., январĕн 24-мĕшĕ/.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code