Йĕлтĕр йĕрĕ йыхăрсан, ярăнар-ха савăнса

Коронавирус чирне пула, çĕршыври лару-тăрăва шута илсе ăмăртусене пĕлтĕр тата кăçал яланхилле, пĕр вăхăтра ирттерме май килмерĕ. Районта пурăнакансем вара спорт мероприятийĕсемсĕр чăннипех те тунсăхлани сисĕнет. Вĕсем ăмăртусене хаваспах хутшăнаççĕ. Акă, иртнĕ эрнере йĕлтĕр спортне кăмăллакансем Комсомольскинчи вăрман хĕрринчи йĕлтĕр трасси çинче пухăнчĕç. Тинех хĕллехи спорт сезонне уçрĕç. Йĕлтĕр ăмăртăвне Олимп чемпионĕ, хисеплĕ ентеш Владимир Воронков ячĕпе ирттерчĕç.
Мероприятие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов, Василий Пундяков спорт ветеранĕ уяв ячĕпе саламларĕç, ăмăртура мала тухма сунчĕç.
Чи малтанах старта спорт ветеранĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем, унта ĕçлекенсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тухрĕç. Çак тупăшура ветерансенчен Николай Ятманов пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ, Алексей Самарин — иккĕмĕш, Василий Пундяков виççĕмĕш пулчĕ. Ертÿçĕсенчен финиша чи малтан Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Осипов çитрĕ, Тукай Мишер вăтам шкулĕн директорĕ Наиль Зарипов иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн директорĕ Ирина Соловьева — виççĕмĕш.
Шкул ачисем хушшинчи тупăшу та хĕрÿ иртрĕ. Тĕп шкулсенче вĕренекен хĕрсем хушшинче Анат Тимĕрчкассинче пĕлÿ пухакан Софья Осипова чи хăвăрт чупаканни пулчĕ. Хырхĕрри тĕп шкулĕн спортсменĕ Дарья Белкова финиша — иккĕмĕш, Лидия Матросова /Тукай/ виççĕмĕш çитрĕç. Арçын ачасенчен Семен Семенов — пĕрремĕш, Вячеслав Кудрявцев /Тăманлă Выçли тĕп шкулĕ/ — иккĕмĕш, Арсений Архипов /Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ/ виççĕмĕш вырăнсенче.
Вăтам шкулсен ушкăнĕнче хĕрсенчен Шурут вăтам шкулĕнче вĕренекен Рания Хамдеева, арçын ачасенчен Аслă Чурачăкра вĕренекен Даниил Трофимов пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Настя Афанасьева /Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ/, Алексей Быков /Нĕркеç вăтам шкулĕ/ финиша иккĕмĕш чупса килчĕç. Татьяна Медведева /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/, Айназ Алимов /Шурут вăтам шкулĕ/ ăмăртура виççĕмĕш вырăнпа палăрчĕç. Çак кун арçынсемпе хĕрарăмсем те старта тухрĕç çак кун. Иван Симендеев, Николай Ятманов, Николай Трофимов тупăшура 1—3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Венера Арсеньева, Яна Осипова та финиша чи малтан чупса çитрĕç.
Çак кун спортсменсем йĕлтĕрпе ăмăртса çеç мар, ярăнса та киленчĕç пулĕ тесе шутлатăп. Кунĕ илемлĕ те лайăх пулчĕ, йĕлтĕр трассине кăмăла тивĕçтермелле хатĕрленĕ. Ахальтен мар Комсомольски вăрманĕнчи трассăпа ярăнма кашниех кăмăллать. Спорта юратакансем канмалли кунсенче, каçсерен хавас кăмăлпа йышлăн ярăнни çакна çирĕплетет те.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *