Планпа килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ

Раççей Федерацийĕн Пенси фондне туса хунăранпа декабрĕн 22-мĕшĕнче 30 çул çитрĕ. Çак вăхăтра пенси фончĕ вăй илсе, тĕрекленсе çынсене тивĕçлĕ пулăшу парать. РФ Пенси фончĕн районти управленине чылай çул Зоя Каринкина, Сергей Горбунов ертсе пынă. Паянхи кун районти клиентсен службин начальникĕ — Ирина Германовна Белобаева. Вĕсем ума лартнă тĕллевсене вăхăтра пурнăçлаççĕ, планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пыраççĕ. Тăрăшса ĕçлекен коллективра ĕç кал-кал пынине ÿсĕмсем çирĕплетеççĕ.
«Паянхи куна управленире 6 çын тăрăшать: Ирина Самарина, Марина Шашкина, Валентина Афанасьева, Арина Шуряшкина, Гюзель Рахимзянова, Рузия Салахутдинова. Вĕсем пурте — аслă пĕлÿллĕ, опытлă специалистсем. Клиентсене тивĕçлĕ пулăшу пама пĕтĕм услови пур. 2020 çулхи тăхăр уйăхра тĕрлĕ ыйтупа клиентсен службинче 8545 çынна йышăннă. Пĕтĕм кăтарту компьютерсенче упранать. Кунта килекен кашни çынна пирĕн специалистсем яланах пулăшма хатĕр. Ĕç стажĕ, ĕç укçи, страховани взносĕ мĕн чухлĕ килсе тăни, пенси виçи мĕнле пулни тата ытти пĕтĕмпех базăра пур. Клиентсене пирĕн пулăшусемпе çăмăллăнах усă курма пултăр тесе те кирлĕ условисем çителĕклĕ. РФ Пенси фончĕн республикăри, районти сайчĕсенче те информацисене çĕнетсех пыраççĕ, улшăнусемпе паллаштараççĕ. Юлашки вăхăтра патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче харпăр хăй пÿлĕмĕнче пур информаципе те паллашма пулать. Унсăр пуçне тĕрлĕ документсене нумай функциллĕ центр урлă хатĕрлессине йăлана кĕртнĕ», — тет Ирина Германовна служба ĕçĕпе паллаштарнă май.
Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта — 7965 пенсионер. Вăтам пенси 12549 тенкĕпе танлашать.
РФ Пенси фончĕн Канашри управленийĕн клиентсен службинче йышăну йĕркеленипе пĕрлех ялсене тухса çÿрессине йăлана кĕртнĕ. Çакă инçетри ялсенче пурăнакансемпе курнăçма, вĕсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравлама май парать.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *