Кашни çыннăн пурнăçĕнче анне пысăк вырăн йышăнать. Кам пире чунтан юратать, кам пире пулăшма тăрăшать, кам пирĕн йăнăшсене каçарать? Ку вăл — анне. Эпир миçерине пăхмасăр анне яланах пирĕншĕн пăшăрханать. Кашни çыннăн пурнăçĕнче анне вăл — чи хаклă çын.
Сăмахăм паян Тукай Мишер ялĕнче пурăнакан Зекия Айсына çинчен. Вăл 5 ачана пурнăç парнелесе ура çине тăратнă, çунат парса вĕçтернĕ. Беян тата Зейнулла Айсынсен çемйинче Зекия тăваттăмĕш ача пулнă. Вăл ашшĕ-не курса та юлайман. Ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне Зекия амăшĕн варĕнче çеç пулнă. Çемье пуçне фронтран ыррăн-сыввăн таврăнма шăпи пÿрмен.
Вăрçă ачисем нумай нуша курнă, выçă çÿренĕ, тăхăнмаллисем те пулман. «Аннен чылай нуша курма тиврĕ. Вăл хиртен крахмал пуçтарсах пире ура çине тăратрĕ. Вăрçă пуçлансан питĕ йывăр пурнăç пулнă пирĕн, курăк çисе пурăннă. Пĕррехинче анне кÿршĕ хĕрарăмĕ-пе пĕрле Комсомольски çывăхĕнчи хире крахмал пуçтарма кайнăччĕ. Вĕсене унтан хăвалама пикеннĕ, витрисене те, кĕвентине те, пуçтарнă çĕрулмине те туртса илнĕ. Эпир 4-ăн килте аннене чÿрече умĕнче кĕтсе ларатпăр. Вăл вара пĕр чăлха вĕççĕн килсе кĕчĕ, унăн çăпатине те çурса пĕтернĕ. Шыв ăсма çÿрекен витресемсĕр, кĕвентесĕр юлтăмăр. Анне те макăрать, хамăр та», — аса илет Зекия аппа. Кăштахран вăл сăмахне малалла тăсать: «Пире пĕчченех çитĕнтерме аннене питĕ йывăр пулнă. Апла пулин те, вăрçă вăхăтĕнче эпир çутă пуласлăха ĕненсе малалла ĕçленĕ. Пирĕн анне çирĕп чунлă пулнине кура ĕнтĕ эпир чĕрĕ юлма пултартăмăр, çитĕнтĕмĕр».
19 çул тултарсан Зекия Зейнулловна çак ялти Гельметдин ятлă каччăпа пĕр çемье чăмăртанă. Çамрăксем хунямăшĕпе тата унăн качча кайман хĕрĕпе пĕр килте пурăннă. Çĕнĕ кине хунямăшĕ пĕрремĕш кунранах хăйĕн хĕрĕ пек йышăннă, питĕ килĕштерсе пурăннă вĕсем. Çамрăк çемьере умлăн-хыçлăн 5 пепке — 3 ывăлпа 2 хĕр — çут тĕнчене килнĕ. Зекия аппа малтан колхозра, унтан шкулта тирпейлÿçĕре вăй хунă. Унăн мăшăрĕ Комсомольски райповĕнче шоферта ĕçленĕ.
Пурнăç кустăрми малалла куснă май Айсынсен ачисем çитĕннĕ, çемьесем чăмăртанă. Халĕ Зекия аппа Рафик ывăлĕн çемйипе пурăнать. Пĕр килте тăватă ăру çыннисем — Зекия аппа, ывăлĕпе кинĕ, Ирек мăнукĕ мăшăрĕпе тата вĕсен ачисем — туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ. Пурĕ кинемейĕн 12 мăнукпа 9 мăнмăнук. «Çамрăк чухне чылай нуша куртăмăр, халĕ вара питĕ лайăх пурăнатпăр: пурте пур пирĕн, çурчĕ, хуралтăсем те лайăх. Пурне те çирĕп сывлăх сунатăп, тĕнчере çеç лăпкă пултăр», — тет Зекия Айсына.
Раççейре ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче чи ăшă та çутă уявсенчен пĕрне — Анне кунне — паллă тăваççĕ. Çак кун эпир ачасене пăхса çитĕнтерекен мĕнпур хĕрарăма чунтан хисеплесе тав тунине палăртатпăр. Пирĕнтен кашнийĕншĕнех анне — пурнăçри чи хаклă çын. Унăн ачаш аллисем кил вучахне типтерлĕн сыхласа упраççĕ, пепкене тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тимлеççĕ.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.