Вторник, 23 апреля

Хуçалăх ĕçченĕ куллен ĕçе васкать

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче хĕрÿ ĕç вăхăчĕ вĕçленчĕ. Уй-хирсенче ĕç шавĕ çук, çитĕнтернĕ тыр-пула пĕтĕмпех пуçтарса кĕртнĕ, пÿлмесем тулли, выльăх-чĕрлĕх апачĕ те çителĕклĕ хатĕрленĕ. Пĕтĕмлетÿ тума вăхăт.
Акă, «Восток» ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансем те ĕçрен пушанса пыраççĕ. Ял хуçалăх председателĕ Валерий Михеев пĕлтернĕ тăрăх, ĕçченсем çулталăка аван кăтартусемпе вĕçлеççĕ, апла пулин те ыттисенчен тĕслĕх илмелли, вĕренмелли сахал мар.
— Кăçал пĕтĕмпе 773 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура çи- тĕнтернĕ. Пурĕ 19716 центнер тыр-пул пуçтарса кĕртнĕ. Кашни гектартан вăтамран 25,5 центнер тухăç пуçтарнă. Çураки валли çителĕклĕ вăрлăх хатĕрленĕ. Выльăх-чĕрлĕх валли те апат хатĕр: 3653 тонна сенаж-силос, 657 тонна утă, 303 тонна улăм.
Иртнĕ эрнере «Восток» хуçалăхра пулса куртăмăр. Кунта ĕçченсем тăрăшсах ĕçлеççĕ-ха. Çитес çул лартмалли вăрлăха вĕсем кăçалах алласа хатĕрлесе пÿлмесене кĕртеççĕ. Хĕрарăмсен ушкăнĕ шăпах урпа вăрлăхне петкуспа аллать. Ĕçченсем хавхаланса, палăртнине хăвăртрах вĕçлес кăмăлпа тăрăшаççĕ. Владимир Петров петкус ĕçленине тĕрĕслесе пăхса тăрать. Пĕр сăмахпа каласассăн ĕç кал-кал пырать кунта.
— Маттур ĕçченсем пулсассăн ĕçе хăвăрт тата пахалăхлă пурнăçлама пулать. Акă, Ольга Морозова, Татьяна Осипова, Светлана Морозова, Марина Ятманова, Елена Морозова, Алена Коновалова хуçалăхра тăрăшакансем ĕçрен нихăçан та пăрăнмаççĕ, — пĕлтерчĕ Светлана Белкова бригадир.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕç кунĕ ир- ирех пуçланать. Вĕсем пуринчен те малтан тăраççĕ, килти ĕçсене пурнăçласа ĕçе çитеççĕ. «Восток» ЯХПК-ра тăрăшакансем те ĕçе вăхăтра çитсе выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма, ĕнесене сума васкаççĕ. Кунта палăртнине кая хăварма юрамасть, çакна пурте лайăх пĕлсе тăрăшаççĕ те. Акă, Мария Казикова, Светлана Никифорова, Лариса Никифорова, Эльвира Савинова, Марина Белкова, Татьяна Кузнецова дояркăсем ир-ирех ĕне сума васкаççĕ, Татьяна Богданова, Ирина Ершова, Валентина Школьникова, Наталья Михеева пăру пăхакансем те вĕсенчен юлмаççĕ. Владимир Паширов, Валентина Морозова скотниксем те шаннă ĕçе вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ. Ĕç калăпăшĕ те сахал мар кунта. Дояркăсем 293 ĕне сăваççĕ, пăру пăхакансен — 220 пуç. Ял хуçалăхĕнче ĕç кал-кал пырасси ытларах ĕçченсем мĕнле тăрăшнинчен килет. Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесессĕн, паллах, пĕтĕмпех ăнать, кăтартусем аван пуласси те куçкĕрет. Пĕрлĕхре — вăй тесе ахальтен каламан. Хуçалăхра ĕçлекенсене малашне те тăрăшса ĕçлеме сунатпăр, сирĕн вăй-хал кунран-кун хушăнса пытăр, кăтартусем савăнтарччăр, çирĕп сывлăх пултăр.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *