Пятница, Декабрь 4

Хирти ĕçсем вĕçленсен уявра савăнать хресчен

Хирти ĕçсем вĕçленсен уявра савăнать хресчен

Кашнин сĕтелĕ çинче тин пиçсе тухнă çавра çăкăр пултăр тесе çĕр ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшаççĕ. Çĕре юратса тăрăшакана, ял хуçалăх ĕçне пĕлсе тăвакана çĕр кÿрентермест, пуян тухăçпа савăнтарать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, уй-хирти ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн, районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, колхозсенче, фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансем уява пуçтарăнаççĕ, тунă ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, чи маттуррисене чыслаççĕ.
Чи малтанах район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Инна Лепешкина уява пуçтарăннисене кăçалхи кăтартусемпе туллин паллаштарчĕ, ял хуçалăх тытăмĕнче вăй хуракансем çулталăка аван вĕçленине цифрăсемпе çирĕплетрĕ.
Район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов уява пухăннă ĕçченсене ăшшăн саламларĕç, малашне тата та пысăкрах ÿсĕмсем тума, ăнăçлăн ĕçлеме, çирĕп сывлăхлă пулма сунчĕç.
Уявра чи тăрăшуллисене, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракансене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕç. ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн районти «Централизациленĕ библиотека тытăмĕн» уйрăм заведующине Валентина Боровковăна тата «Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн» концертмейстерне Владимир Михайлова «ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята пачĕç. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕн специалист-экспертне Елена Красновăна ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысларĕç.
Кăçалхи çул паллă пулăмсемпе пуян пулчĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри — Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитни. Çакна тĕпе хурса кăçал «Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул» юбилейлă медаль хатĕрленĕ. Ăна ĕçĕпе хисепе тивĕçнĕ, республикăна аталантарассине хăйсен тÿпине хывнă çынсене параççĕ. Çакăн пек медальсене ЧР агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн членĕсем Гариф Апраков, Петр Баринов, Алексей Ершов, Илдус Миннетуллин, Гарефетдин Мифтахутдинов, Людмила Мухина, Василий Николаев тивĕçрĕç.
Нумай çул ĕçлесе ЧР агропромышленноç комплексне аталантарма пулăшнăшăн «Слава картофелю» агрофирмăн генеральнăй директор çумне Сергей Белкова, çак хуçалăхăн трактористне Виктор Владимирова тата водительне Константин Краснова, «Слава» ЯХПКн тĕп ветеринари врачне Радиф Рахматуллина, «Искра» колхоз водительне Андрей Руссакова ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕç.
Пĕтĕм Раççейри муниципаллă пĕрлешÿсен Конгресĕн Хисеп грамотине район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕн çумĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Кияметдин Гимальдинов тивĕçрĕ. Çак Конгресăн Тав çырăвне район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн специалисчĕсене Ирина Воробьевăпа Алина Романовăна пачĕç.
«Луч» ЯХПК механизаторĕ Виталий Шорников, «Слава картофелю» агрофирма механизаторĕ Дмитрий Галзанов тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи Владимир Казаков РФ Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн Тав çырăвне тивĕçрĕç.
Шупашкарти «Комплекс» строительство фирмин директорне, ЧР тава тивĕçлĕ строительне, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреатне Валерий Гордеева «Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ята пачĕç.
Çавăн пекех уявра вырмара палăрнă хуçалăхсене, чи пултаруллă выльăх- чĕрлĕх ĕрчетекенсене, чи тăрăшуллă механизаторсене, водительсене, комбайнерсене, дояркăсене тата ыттисене те наградăларĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code