Вторник, 23 апреля

Эпир вăрмансене çăлма хатĕр

Эпир вăрмансене çăлма хатĕр

Кĕнеке, тетрадь е журнал кăлармалли çĕнĕ хут валли мĕн чухлĕ йывăç кирлĕ! Ахальтен мар кил-çуртра пухăнса кайнă кирлĕ мар хута макулатурăна парса çынсем вăрмансене çăлаççĕ. Пухса тирпейлесен вăл çĕнĕ хут туса кăларма каятех. Кивĕ макулатурăн çирĕп массинчен строительство материалĕсем те туса кăлараççех. Кирлĕ мар хута тепре усă курса эпир вăрмансене çăлса хăваратпăр. Пурте пĕлетпĕр вĕт, вăрман — кислородăн тĕп çăлкуçĕ.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн ачисем çулсерен кирлĕ мар хут пухса йывăçсене çăлма тăрăшаççĕ. Ырă йăлана кăçал та пăрахас темен вĕсем. Кашни çулах ачасем хут-хăмăр пуçтарассипе лайăх ĕçлеççĕ. Çак кунсенче çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем пурте пĕрле тата 1300 килограмм хаçат-журнал, тетрадь, хут пухса ăна тиесех ячĕç. Ку ĕçре пуринчен хастаррисем 5-мĕшсем пулчĕç. Вĕсем 300 килограма яхăн макулатура пухма пултарнă. Кирлĕ мар хутпа тивĕçтерес ĕçе ял-йыш та хастар хутшăннă, ачасем килсерен çÿресе 100 яхăн килограмм пухайнă. Ял çыннисем те ку ĕç кирлине туйни ачасене тата хавхалантарать. Пысăк ĕç пĕчĕккинчен пуçланать. Шкул пĕтериччен кашни çул çак ĕçе малалла тăссан пысăк вăрманах упранĕ.
Ачасем ку ĕçе тата та малалла тăсĕç, ялти çынсем патне татах та килсерен кайĕç. Енчен те хут парас кăмăл пур пулсан шкула шăнкăравласа пĕлтермелле çеç, сирĕн пата çамрăк экологсем хаваспах пырĕç.
Н.СЕРГЕЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *