Пятница, 19 апреля

«Эпĕ спорт туризмĕ суйлатăп»

Нумаях пулмасть Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе пурнăçланакан «Эпĕ спорт туризмĕ суйлатăп. Туризм ялти шкулсене» спорт туризмĕн ăмăртăвне хутшăнчĕç. Ăмăртăва Чăваш Республикин Спорт туризмĕн федерацийĕ пуçарнипе ирттерчĕç. Çак проектпа килĕшÿллĕн пирĕн шкула туризм хатĕрĕсем, вĕренсем, палаткăсем, хурансем, çывăрмалли михĕсем тата кароматсем пачĕç.
Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçса шкул директорĕ Е.Н.Савельев ЧР Спорт туризмĕн федерацийĕн Президентне В.А.Атачкина тав турĕ. В.А.Атачкин тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Б.В.Малов ăмăртăва хутшăнакансене лайăх кăтартусем тума сунчĕç.
Пурĕ ăмăртура 5—11-мĕш классенче ăс пухакан 86 вĕренекен тупăшрĕ. Пĕтĕмлетÿсене 4 ÿсĕм ушкăнĕнче турĕç. Пĕрремĕш ушкăнра Кирилл Кузьминпа Александра Мамуткина çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăна — Максим Читнаевпа Карина Николаева, виççĕмĕш вырăна Даниил Шемекеевпа Елизавета Читнаева тивĕçрĕç. Иккĕмĕш ушкăнра Артем Твороговпа Регина Мухаметзянова мала тухрĕç. Бронислав Митюковпа Элина Тумаланова — иккĕмĕш, Евгений Давыдовпа Анастасия Лепешкина виççĕмĕш пулчĕç. Виççĕмĕш ушкăнра Иван Кузьминпа Яна Ефремова çĕнтерчĕç. Кирилл Ивановпа Аделя Каримуллина — иккĕмĕш, Евгений Михеевпа Айгуль Бухарина виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Тăваттăмĕш ушкăнра Ильфир Закировпа Инесса Зайцева çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Максим Хлебниковпа София Чернова — иккĕмĕш, Денис Петровпа Марина Герасимова виççĕмĕш пулчĕç.
Ăмăртăва хутшăннисене пурне те асăнмалăх медаль пачĕç, призерсемпе çĕнтерÿçĕсене медальсемпе тата Дипломсемпе чысларĕç.
В.НИКОЛАЕВ,
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн физкультура учителĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *